Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туса илнĕ продукцие сутма та пĕлмелле

30 января 2022 г.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем продукци туса илме вĕреннĕ, анчах ăна вырнаçтарасси чылай чухне йывăрлăх кăларса тăратать. Турханти "Нектар" фермер хуçалăхĕн ертỹçине Николай Пирожкова ку ыйту хăратмасть. Республикипех паллă хурт-хăмăр ăсти хăйĕн утарĕнчи пыла тĕрлĕ çĕре ăсатать.

Патăрьел районĕнче юхтарнă паха çимĕçе Дубайра та хапăллани пирки хаçатра унччен те çырнăччĕ. Халĕ Байкал кỹлли çывăхĕнче те тутанса пăхма та, туянма та май пур. Упа евĕрлĕ пластик савăтсене тултарнă çăка тата хура тул пылĕсене (пĕри - шурă, тепри хăмăр упасем пекех курăнаççĕ. - Авт.) туристсем хаваспах туянаççĕ. 2021 çулта вĕсене 600 ытла савăт хатĕрленĕ. Çавăн пекех Николай Петрович пĕрре чей ĕçмелĕх ятарласа пĕчĕк савăтпа та сутать. "Обществăлла апатлану вырăнĕсенче сахăр песукне, тăвара пĕчĕк чĕркемпе параççĕ, апла пулсан пыла çавăн пек сĕнсе пăхсан мĕнле-ши?" - текен шухăш ăна яланах канăçсăрлантарнă. 2021 çулта ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Тутарстан Республикинчи Тагир Бариев фермер грант пулăшăвĕпе шăпах пыла пĕчĕк чĕркемсем ăшне тултаракан Турцинче хатĕрленĕ оборудовани туяннă. Ун пекки Раççейре те тăваттă кăна-мĕн: Тутарстан, Пушкăрт Республикисенче тата Краснодарпа Алтай тăрăхĕсенче. Николай Петрович Тагир Гаптелхабировичпа паха çимĕçе 10 грамм кĕрекен чĕркеме вырнаçтарма килĕшỹ тунă. Ăна та Байкал кỹллине курма килекен туристсем 10000 ытла туяннă. Çывăх вăхăтра Турхан пылне Мускаври ресторансемпе кафесенче те сĕнме пуçлас шанăç пысăк. Николай Петрович патне ку ыйтупа тухнă та ĕнтĕ.

Хальлĕхе пĕчĕк чĕркемри продукцие чăвашра хатĕрленине çирĕплетекен нимĕнле паллă та çук, малашне вара пулатех. "Нектар" фермер хуçи ăна валли дизайн тата логотип хатĕрлеттернĕ. Унта адрес та пур.

- Утарçăсем валли тĕнче шайĕнче йĕркелекен конференцисене хутшăнни чылай çĕре çул уçма, тавракурăма аталантарма, çĕнĕлĕхсене алла илме пулăшать, - тет Николай Петрович. Сăмах май, вăл районта апиçурт пĕрремĕш турĕ. Вĕлле хурчĕсем пулăшнипе чирсенчен сывалма та, хавшанă вăй-хăвата çирĕплетме те пулать иккен. Унăн тĕслĕхĕпе ытти хурт-хăмăрçăсем те усă курма пуçларĕç. Çавăн пекех малтанхи утăмсем тăвакан хурт-хăмăр ăстисене канашпа та нумай пулăшать, вĕрентет.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика