22 октября 2021 г.
Раççейри "Волонтер-медиксем" обществăлла юхăм регионсенчи вырăнти уйрăмсем хушшинче чи лайăххине палăртас тĕллевпе çулленех конкурс ирттерет. Турханти сывлăх сыхлавĕн сферинчи волонтер-медиксем ку хутĕнче те ятарлă номинацие тивĕçнĕ.
Кунти хастарсем обществăлла юхăмăн 6 енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсем медицина организацийĕсене пулăшу кỹреççĕ, юн паракансем сăваплă ĕç тунине халăх патне çитереççĕ, пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхаççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ тата ытти те.
Районта 2020 çулхи çуркуннерен "Ачалăх хĕвелĕ" проект пурнăçа кĕрсе пырать.Волонтерсен ушкăнĕ ватă çынсен сывлăхĕпе интересленет. Вĕсем патне çитсе юн пусăмне виçме пулăшать.
"Симĕс квест" проект акцийĕ ялсен экологи проблемине татма пулăшать. Унпа килĕшỹллĕн волонтерсем кивĕ хут пухаççĕ. Ăна сутнă укçа-тенкĕпе 20 чăх туяннă, апатне илнĕ. Ватăсем патне çăмартапа тата ыраш çăкăрĕпе çитеççĕ.
Пухăннă укçа-тенкĕпех сахал тупăшлă çемьери ача валли коляскăпа кравать туянса панă.
Çуркуннесенче ачасем урамсенче выртакан пылак шыв савăчĕсене пухаççĕ. Кил-çуртра усă курнă телевизор пульчĕсен батарейкисене ăçта килчĕ унпа пăрахма юраманнине ăнлантарса пĕр çĕре хума ыйтаççĕ.
Мĕнле кăна акци ирттермеççĕ-ши вĕсем? "Пиллĕклĕх кулă" проектпа калаçу йĕркелесе çăвар ăш-чиккине мĕнле тытмаллине, шăла тасатмаллине, вĕсем сывă пулччăр тесен мĕн çимеллине пăхса тухнă.
Çуркунне çунатлă туссем валли вĕллесем туса çакнă.
Çынсене ырă тăвасси пĕрлештерет волонтерсене.
"Волонтер-медиксем" вырăнти уйрăма Турханти вăтам шкулта 2019 çулта йĕркеленĕ. Ачасене вĕрентсе, çул кăтартса пыраканĕ - вырăнти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов.
(Хамăр корр)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)