08 декабря 2020 г.
Паян районти, республикăри, Раççейри хыпарсене Интернетра вуласа пĕлме те, радиопа итлеме те, телеэкранпа пăхма та май пур. Çапах та пирĕншĕн, аслă ăрури çынсемшĕн, алла хаçат тытса вуланинчен çывăххи çук тесе каласшăн. Çавна май вĕсене эпĕ хаклă хăна евĕр кĕтетĕп. Вăл шутра районта тухса тăракан "Авангарда" та.
Ача чухнех çырăнса илеттĕмĕр эпир ăна. Ял хушшинчи çулсем япăх пулнăран Упамсана хаçат-журнал часах çитейместчĕ. Почтальонкăна пурте куç пек кĕтеттĕмĕр. 6-7 тĕрлĕ хаçат та çырăннă çемьере. Тĕркемпе парса хăварнисем хушшинче чăн малтан район хыпарçине шыраттăмăр. Тĕрĕссипе çав хăнăху халĕ те манра упранать.
Шăпа çавнашкал çаврăнса тухнăран паян эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Аттепе анне те çĕре кĕчĕç, мăшăрăм та çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Пилĕк ачана ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларма та çăмăлах пулмарĕ. Çапах та мĕнле йывăр вăхăтра та эпĕ "Авангарда" çырăнмасăр юлман. Вăл маншăн - "чун апачĕ". Ачасем те унпа çывăх. Канмалли куна хуларан таврăнсан тỹрех паллашма пуçлаççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулин те эпĕ кашни çур çултах виçшер хаçат çырăнатăп: "Авангард", "Хыпар", "Российская газета". Республикăра тухса тăракан "Хыпара" эпĕ ялта пĕчченех илсе тăратăп. "Российская газета" хаçатпа вара аслă ывăлăм Чечняра службăра пулнă чухне туслашрăм. Ялан унти лару-тăру, салтаксен пурнăçĕ пирки пĕлес килетчĕ. Паян та маншăн çав хыпарсем кăсăклă.
Ватлăх никамшăн та савăнăç мар. Пĕчченлĕхре тунсăх ан пустăр тесе эпĕ чăн малтан хаçат вулама кăмăллатăп. Ĕçрен пушансан вара алă ĕç тăватăп. Çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра вăрмана çỹретĕп, çырла татма, кăмпа пуçтарма юрататăп. Выльăх-чĕрлĕхне те сахал мар усратăп. Вăхăта усăллă ирттерни вăй-хăват çеç хушать.
М. ПАРТАСОВА. Упамса ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)