Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирех тăраççĕ, ĕçе тытăнаççĕ

04 декабря 2020 г.

Фермерсем хăçан канаççĕ-ши? Вĕсемпе курса калаçнă хыççăн Константин Ивановăн "Нарспи" поэминчи йĕркесене улăштарса çапла калас килет: "Ирех тăраççĕ, тумланаççĕ. Фермерсем ĕçе тытăнаççĕ". Çапла мар-им-ха? Канмалли кун та, отпуск та çук. Çулла шуçăмпа вăранаççĕ те хĕвел ансан тин çывăрма выртаççĕ. Хĕлле кăшт каярах ĕçе пуçăнаççĕ, анчах пĕрех ыйха тăраниччен тăсмаççĕ.

- Кун йĕркине хăнăхсан ирпе-ирех тăрса выльăх патне тухасси йывăрлăх мар. Хăнана чĕнсен çынпа пĕрле сĕтел хушшине лараймастпăр ĕнтĕ, ун пек чухне пухăннисем умĕнче аван мар пек те туйăнать, анчах выльăхсене пăхса, тирпейлесе хăвармасăр килтен тухса каяймастпăр. Ĕнесене вăхăтра сумаллах, çитермеллех, - тет Турханти Елена Осипова фермер. Çапла çав ĕнтĕ. Пĕр е ик ĕнене шыв ĕçтерме е утă пама кỹршĕсене те каласа хăварма пулать-ха, пăрусемпе пĕрле 40 ытла пуçран та иртекен йыша (унтан сăваканни 20 пуç) çын çине шанаймастăн.

Елена Николаевнăпа Виктор Григорьевич пĕр çемье çулĕпе утма пуçланăранпах выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Ĕне картара 10ран кая пулса курман. Сыснасем çăвăрлаттарса çурасем, хур-кăвакал усраса сутнă. Çемье пуçĕ укçа кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ хулара ĕçлесе пăхнă, анчах ниçта та хапăл туса кĕтсе тăманнине шута илсе ялтах алă-ура çавăрма май шыранă. Ĕне-выльăх йышне тата çĕр пайне ытларах пысăклатма тĕллев лартнă. Мăшăр тĕплĕн шухăшланă хыççăн 2018 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Шăпах çак çул вĕсем фермер ĕçне пуçăнакансене паракан патшалăх пулăшăвне те тивĕçнĕ. Ку вĕсене чылай çăмăллăх кỹнĕ. Чи малтанах трактор тата прицеп, кăкарса çỹремелли агрегатсем туяннă. Паян вĕсен 72,5 гектар çĕр пур. Сăмах май, Çĕньялсенчен 30 гектар арендăна кăçал çеç илнĕ. Лаптăкра нумай çул ỹсекен курăк тата тырă çитĕнтереççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме комбайн çукки çеç пăшăрхантарать. Малашлăхра ăна туянма та тĕллев лартнă.

- Кашни ĕçе мăшăрпа иксĕмĕр канашласа тăватпăр. Унсăрăн май та çук. Пĕччен çеç тăрăшнипе нимĕн те пулмасть. Вăл та, эпĕ те ĕçе санăн е манăн тесе уйăрса тăман, тытнă та пурнăçланă. Патшалăх çапла пулăшни те пире питĕ хавхалантарчĕ. Гранта тивĕçмен пулсан парка çĕнетме те, кĕтĕве пысăклатма та йывăра лекетчĕ, - тет Е. Осипова хăйсен хуçалăхĕпе паллаштарнă май.

Пĕр сăмахра пулнăран фермерсен ĕçĕ те кал-кал пырать. Кăçал вĕсем тырă управне хăпартма вăй çитернĕ. 30 ĕне вырнаçмалăх вите тунă, çанталăк сивĕтнипе урайне бетон ярса ĕлкĕрейменрен çитес çул вĕçлеме, оборудованисем вырнаçтарма палăртаççĕ. Кусем - хуçалăхра тунă пысăк ĕçсем. Çав вăхăтрах выльăхсене валли апат хатĕрлеме те, анасене сухаласа хăварма та, кил-çуртне çĕнетме те вăхăт çитернĕ.

Канăçлăх, кану кунĕ мĕнне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ Осиповсем. Ачисем те ашшĕ- амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ вĕсене май пур таран пулăшаççĕ. Кам та пулин ĕç хушассине кĕтмесĕрех выльăхсене утă-улăм, шыв параççĕ, кирлĕ пулсан сĕт сумалли аппаратпа ĕнесене сăваççĕ. Вĕренỹре те ĕлкĕрсе пыраççĕ. Сăмах май, Турханти вăтам шкулта 9 класра ăс пухакан Ксения Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Планета - наше достояние" конкурсран (ертỹçи - О. Ефимова) призер пулса таврăннă.

Выльăхран продукци илес тесен апата умĕнчен татмалла мар. "Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче", - тесе ахальтен каламаççĕ. Осиповсем утă чылай хатĕрленĕ, тырă фуражĕ те çителĕклех. Рациона пуянлатма жом туянаççĕ. Тĕрлĕ витамин, тăвар параççĕ. Чĕлхесĕр янаварсен сывлăхне те тимлĕх уйăраççĕ. Чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ.

- Ĕне е пăру йывăр чирлесен Сергей Пятаков ветеринара чĕнетпĕр, вăл хирĕçлесе тăмасть, яланах пулăшать. Хăш-пĕр уколсене хамах тăватăп, анчах пĕлỹ çителĕксĕрри кашни утăмра сисĕнет. Çавăнпах Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне вĕренме кĕтĕм, - тет Е. Осипова.

Пурăнан пурнăçра йывăрлăхсем те пур, апла пулин те Елена Николаевнăпа Виктор Григорьевич вĕсене çĕнтерме яланах май тупаççĕ. Бизнес-планпа килĕшỹллĕн ĕнесен шутне те ỹстерсе пыраççĕ. Ытларах хăйсен пăрăвĕсем хушшинче лайăххисене суйласа хăварса кĕтĕве çĕнетеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика