Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисем - пурнăç чечекĕсем

27 ноября 2020 г.

 Упамсара пурăнакан Татьянăпа Александр Николаевсем ирхи ĕçсене тирпейлесе кĕриччен самай вăхăт иртет. Ĕнисене сумалла, сысна çурисене апатлантармалла. Хĕрарăмăн кухньăра та ĕçĕ çителĕклех. Александр Петрович вара выльăхсене апат парать, шăварать, тислĕкне тасатать.

 - Ытларах курăкпа çитĕнекеннисене тытма тăрăшатпăр,- тет кил хуçи ĕнисем, пăрушĕсем, сурăхĕсем, кроликĕсем тăракан кашни пỹлĕме уйрăмшарăн кăтартса. Çакă тĕлĕнтерчĕ: чăх вити таранччен йывăçран пураласа тунă. Кашнийĕшĕ тăпăл-тăпăл та тирпейлĕ.

- Алли-ури пит маçтăр. Кирек хăш ĕçе те (саваласси, пураласси, сварка тăвасси...) çынна йăлăнса тăмасть,- тет А. Николаев пирки пĕр касра пурăнаканскер.

Çемье шăкăл-шăкăл пурăнни сисĕнетех. Кил вучахне вара Татьяна Юрьевна сỹнме памасть. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçран çак яла качча килнĕшĕн пĕртте ỹкĕнмест. Ачасене пуçламăш классенче вĕрентекен пулма пĕлỹ илнĕ вăл. Ĕç вырăнĕ тивĕçейменрен малтанласа лавккара сутуçăра ĕçленĕ. Каярах çемьере йыш хушăнса пынă. Халĕ Николаевсен 5 ача. Мария алла аттестат илнĕ хыççăн Йошкар- Олара медсестрана вĕренет. Екатеринăпа Ксения Турханти вăтам шкула çỹреççĕ. Иван садике каять. Настя килте.

- Пăянам пурăннă чухне ансатчĕ. Аслисене çавă ура çине тăратма пулăшрĕ. Мана та хăйĕн хĕрĕ вырăннех хурса йышăнчĕ. 19 çул килĕшỹре пурăнтăмăр,- тет Татьяна Юрьевна.

Пăянамăшĕ чăнахах та кинĕпе савăннă. 12 çулта ашшĕнчен тăлăха юлнă Саша ывăлĕ çакнашкал çурт никĕсне тĕреклетсе пыни те хĕпĕртеттернĕ ăна. Хуралтăсенчен чăх-чĕп вĕçсе каçаймасть. Пỹртре темиçе пỹлĕм. Душ таранчченех пур. Картишĕнче çĕнĕ мунча çĕкленĕ. Паян-ыран юлашки ĕçсене вĕçлесе мăрьерен тĕтĕм кăларасшăн. Кашни çĕртех тирпей хуçаланать. Пуссине те вырăнлă чавнă. Гаражĕнче ачисен çуллахи тумтирне кашнийĕшĕнне уйрăмшарăн контейнерпа вырнаçтарса хунă.

Ачисене ĕçе хăнăхтарса ỹстереççĕ Николаевсем. Çуллахи вăхăтра çемье вăрмана çырлана, курăка, милĕке, кĕркунне кăмпана çỹреме юратать. Хĕлле те илемлĕ унта. Çуркуннехи уçă сывлăш мĕне тăрать.

Çынра çукрах выльăхсем те усрама тăрăшаççĕ. Хура тĕслĕ сыснасем çитĕнтереççĕ. Вĕсене килĕнчех çăвăрлаттараççĕ. Малтанласа çурасем çеç туяннă. Кайран аçине илнĕ. Пирĕн енчи ăратпа танлаштарсан урăхларах вĕсем. Кĕске ура туниллĕ. Пĕчĕкрех.

Кроликĕсем те темиçе клетка. Вĕсене те пĕр хутчен çеç çăвăрлаттармаççĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те аш-какай çителĕклех килте.

Хĕллехи вăхăтра çĕр ĕçĕ çук. Кăштах канма пулать. Выльăх-чĕрлĕхĕ те пĕр харăс пăруламасть, çăвăрламасть. Кун пек чухне çуртра тутлă апат шăрши сарăлать. Кăмакара кукăль пиçет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика