11 ноября 2020 г.
Композитор, педагог, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1976) Анатолий Алексеевич Петров 90 çул каялла (12.11.1930 - 10.03.1987) Турханта ноябрĕн 12-мĕшĕнче çуралнă.
А. Петров - Ф.П. Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин тата Хусанти патшалăх консерваторийĕн выпускникĕ. 1960 çултан Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет) преподавательте ĕçленĕ. Музыка училищинче вĕреннĕ тапхăрта 1946 çулта кĕвĕ çырма пуçланă (юрăсем тата фортепьяно валли миниатюрăсем).
Тĕп сочиненийĕсем: "Чăваш çĕршывĕ çинчен хывнă юрă" пилĕк пайлă кантата; "Халăх паттăрлăхĕ пирки калани" симфони поэми; П. Хусанкай, С. Шавли, В. Давыдов-Анатри, Г. Ефимов, А. Галкин, А. Лукашин тата ытти поэтсен сăввисене юрра хывнă. Автор пуххисем: "Çамрăклăх кĕввисем", "Тăван çĕршывăм", "Нарат юррисем", "Россия - родина моя" тата ыттисем те.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)