24 июля 2020 г.
Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан, кăçалхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче 86 çула ярса пуснă Любовь Дубинина хăйĕн ĕмĕрĕнче яланах çынпа çын пек пулма тăрăшнă. Ырă туни ырăпа таврăнать теççĕ те, анчах Любовь Ильиничнăна шăпа пур чухне те лăпкаман. Лăсканă вăл, аптăратнă, такăнтарнă. Любовь Дубинина хуçăлман, авăнман, парăнман.
Çăкăра вăрттăн тыттарнă
Çемье çавăракансене кашни чуречерен пĕрер ача пăхса ларма сунаççĕ те, Любовь Дубининăн ун пек пилленине илтме пурмен. Çуралнă килĕнче паян пĕчченех пурăнать. Амăшĕ Агафия Алексеевна упăшки вăрçа кайнă чух виçĕ ачапа тăрса юлнă. Тĕпренчĕкĕсем пĕри тепринчен пĕчĕкрех. Ывăлĕ Модест, 1940 çулта çут тĕнчене килнĕске, çулталăкри ача пулнă, йăмăкĕ Клавдия – тăваттăра, хăй, Любовь Ильинична, – улттăра. Арçын тĕрекĕсĕр тăрса юлнă çемье нушине, выççине самай туснĕ. Çитмен пурнăçа пулах Любовь Ильиничнăн 4-мĕш класс хыççăн шкулта вĕренме пăрахма тивнĕ. Амăшĕ ăна 100 грамм çăкăршăн колхоза ĕçлеме илсе кайнă. Пĕве кĕмен ача аслисемпе тан тăрса ĕçлеймен паллах. Вăй-халĕ çитнĕ таран тăрăшнă-ха, амăшĕн тата колхозри вăй питтисен шанăçне турре кăларма ăнтăлнă. Анчах ача ачах ĕнтĕ. «Пирĕнпе тан ĕçлеймест», – тесе ял-йыш куç умĕнчех кăмăлсăрланнă çеç маар, вăрçмаллипех вăрçнă. Виçĕ ачаллă пĕччен хĕрарăма бригадир хĕрхеннĕ – колхозра ĕçлекенсенчен вăрттăн Любăшăн та 100 грамм çăкăр тыттарнă.
Çунтарса вĕлеретĕн тесе ятланă
Çамрăк чухне Любовь Ильинична сысна ферминче, кайран ĕне ферминче дояркăра тăрăшнă. Кил те – ĕç, ĕç те – кил. Çапла кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнĕ. Çамрăклăх сисĕнмесĕр хыçа юлнă. Хăнăхнă ĕçе парăннăскер тата ватă амăшне хĕрхенекенскер Люба качча кайма васкаман. Кайран çеç, самай çул иртсен, киле арçын кĕртнĕ. Анчах мур илесшĕ этем лекнĕ, эрех ĕçсе чуна илнĕ. Агафия Алексеевна та пăшăрханнă. «Эс çунтарса вĕлеретĕн тесе вăрçатчĕ анне», – аса илчĕ Любовь Ильинична.
Любовь Дубинина пĕрремĕш упăшки вилнĕ хыççăн та хĕрарăм, арăм телейне тупасса, арçын тĕрекне курасса шанма пăрахман. Киле кĕртнĕ иккĕмĕш арçын та, виççĕмĕшĕ те эрех ĕçсе пăшăрхантарнă. Пĕрре курма пурмен телее тупма йывăр пуль çав. «Вăрмар арçыннисемччĕ. Çын паллаштарнăскерсемччĕ. Ăнманскерсем пулчĕç», – тет хура-шурне пайтах курнă хĕрарăм.
Ĕмĕрне пĕчченех ирттерет
Çемьеллĕ пурнăçĕ ăнман пулин те телейлисене ăмсанмасть вăл. Çынна юратать, ял-йышпа килĕштерсе пурăнать. Амăшĕ вилни пĕр 20 çул та çитнĕ ĕнтĕ. Кайри-малтиллĕ йывăç çуртра Любовь Ильинична пĕчченех ĕмĕрне ирттерет. Пурт-çуртпа хуралта май килнĕ таран çирĕплетме тăрăшать. «Тăватăп та тăрса юлать тесе кулянатăп»,– чунне уçрĕ кинемей.
Çамрăк чухне мĕншĕн ача çуратман-ши тесе пăшăрханаканскер, «Çук – пĕрре кулянатăн, пур – тăххăр çунатăн», – тесе пĕлĕш-тусĕ йăпатать.Чăн та, пурнăç епле çаврăнса тухассине пĕлме хĕн. Темле ывăл-хĕр те пулать-çке. Ĕçекеннисем, укçашăн тапăнса ашшĕ-амăшне хĕнекеннисем те пур.
Пахчара кинемей халĕ нимĕн те акса тумасть. Унта куршĕсем курăк çулса илеççĕ, уншăн ватта çĕр улми параççĕ. Çулĕ самай пулин те Любовь Ильинична пурт-çурта таса тытать. «Ман пата çынсем килеççĕ те, «Ах, Люба аппаĔ мĕнле тирпейлĕ эсĕ», – теççĕ», – пытармасть чăннине кинемей. Çынпа вăрçса курман вăл, вăрçма та юратмастăп тет, сăмаха тавăрса çуремест.
«Ăна пурте мухтаççĕ»
Аслă Чемен ялне хăй вăхăтĕнче çут çанталăк газĕ çитернĕ. Анчах Любовь Ильинична «кăвак çулăмлă» пулма шухăшламан ун чухне. «Эпĕ, ухмахĕ, укçа çук пек, кĕртмерĕм çав, – хурлать паян хăйне. – Халĕ хуйхăрса вилетĕп».
Кайри-малтиллĕ пуртĕнчи икĕ кăмакана хĕл каçипе хутса тăма тивет. Çамрăкрах чухне йывăррине туйман. Халĕ вутă-шанкă йăтса кĕме те çăмăл маар. Газ кĕртес тесе шухăшлать те, анчах шăллĕн ачисем, «Аппа, тем курса тăрăн», – тесе тытса чараççĕ иккен. Пурте çутăпа ăшăтмалла тăвасси пирки те шухăшлать ватă.
Кинемейĕн пĕр кăмаки япăхма тытăннă. Çавна Патăрьел районĕнчи Турханти участок больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕ Анатолий Кольцов (вăл – Турханти волонтер-медиксен ертуçи) асăрханă. Тухтăр пулнă май Анатолий Валентинович кинемей сывлăхне тĕрĕслеме пырса çурет. Кăмака япăхнине курсан пулăшма сĕннĕ. Хăйĕнпе уркенмен шкул ачисене те, çав шутра хăйĕн икĕ ачине, чĕннĕ вăл. Кăмакана сутсе çĕнĕрен купалассине пĕр-ик кунра вĕçлеймен. Ара, тухтăрăн куллен ĕçе каймалла вĕт. Ĕç хыççăн пĕрер сехетлĕхе пырса кайнă, вырсарникунсенче тăрăшнă. Кивĕ кăмакана сутнĕ, çырмаран тăм тата хăйăр йăтнă, ĕç хатĕрĕсене килтен илсе пынă. Пурте тăрăшнă, кам шыв йăтнă, кам – кирпĕч, урай шăлса тасатма та çын кирлĕ. Ачасем мăрьене вырнаçтарма, кăмакана шуратма та пулăшнă. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăмакана туса пĕтернĕ.
«Пĕр пус та илмерĕç. Ачасене савăнма кучченеç пултăр тесе пылак çимĕç çеç туянса патăм», – савăнса каласа кăтартать кинемей. «Вутă хутса пăхрăм. Кăмаки сĕре лайăх туртать, лайăх çунать», – ырлать Любовь Ильинична. Тата вăл Анатолий Кольцов тухтăра мухтать, «Кăмакана хăй купаларĕ. Шăл кăларттарнă хыççăн нерв чирĕпе тертленекен пулса юлтăм та, тепĕр чухне апат çиейми, калаçайми пулса ларатăп. Анатолий Валентинович тухтăр пулнă май укол тăвать, капельница лартать. Лăпкă. Лайăх çын вăл. Ăна пурте мухтаççĕ», – тет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)