06 марта 2020 г.
Çуркунне çитнĕ май хĕвел хăйĕн пайăркине çĕр çине шеллемесĕр сапалама пуçларĕ. Сывлăш шăрши те урăхланчĕ. Вĕлле хурчĕсем те хĕллехи тарăн ыйхăран вăранса ĕрчеме пуçлас вăхăт çывхарса пырать.
2019 çула илсен çакна палăртса хăвармалла: вăл хурт-хăмăрçăшăн çăмăлах килмерĕ. Пыл тухăçĕ, ытти çулсемпе танлаштарсан, 2-3 хут сахалтарах пулчĕ. Çакă çанталăк условийĕ япăх пулнипе те çыхăнчĕ. Сыв-лăш температури пĕчĕккипе пыл паракан ỹсен-тăран çеçкене ларнă вăхăтра нектар çителĕксĕр кăларчĕ. Вăрманти çăкасем чечекре чухне те вĕлле хурчĕсемшĕн ăнăçлă кунсем сахал тăчĕç. Турхан ял тăрăхĕнче вĕсем шăпах çак вăхăтра тăватă кун çеç лайăх ĕçлейрĕç. Ытти чухне çур кун е тата та сахалтарах вĕçрĕç. Сăмах май, çăка çеçкене ларасси пĕр пек килмест. Хĕвел лекекен вырăнта вăл маларах чечек çурать, вăрмантисем, çырма-çатрари - каярах.
Пĕлтĕр пирĕн çĕршыври 28 регионта вĕлле хурчĕн шучĕ чакрĕ. Вăл тĕпрен илсен рапс культурисене пестицидсемпе сапнипе çыхăнчĕ. Чăваш Республикинчен те ку инкек айккинчен иртмерĕ. Хăш-пĕр районта çухатусем пулчĕç.
Нумай регионта утар тытакансем ветеринари паспорчĕ çуккипе хăйсем вĕлле хурчĕсем тытнине çирĕплетеймеççĕ. Çавна пулах компенсаци те илеймеççĕ. Çакна палăртса хăварас килет: вăхăта сая ямасăр ветеринари станцине кайса тивĕçлĕ документсем тутармалла, пĕрлех ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекине те çыртармалла.
Февралĕн 21-22-мĕшĕсенче Хусанта "Татарский институт пероподготовки кадров" агробизнесра утарçăсен форумĕ иртрĕ. Унта эпир Шăхачра пурăнакан Алексей Малеевпа хутшăнтăмăр, вĕлле хурчĕн среднерусски ăрачĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса патăмăр. Форум пирки çуллен районта иртекен семинар-канашлура сỹтсе явма палăртнă. Вăл кăçал мартăн 11-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн акт залĕнче пулать, 10 сехетре пуçланать. Мероприятие Мускавран тата ытти çĕртен, республикăн тĕрлĕ районĕнчен килеççĕ.
Н. ПИРОЖКОВ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)