29 ноября 2019 г.
Турханти вăтам шкул спорт залĕнче СССР спорт мастерне Николай Петров тата спорт мастерĕн кандидатне Иван Рыбкин тренер-преподавательсене асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ уçă турнирĕ иртнĕ. Унта 2005 çулта çуралнă тата вĕсенчен кĕçĕнрех арçын ачасем хутшăннă.
Ăмăртусем улттăмĕш хут иртнĕ. Спортсменсем 13 виçе категорийĕпе кĕрешнĕ.
Кĕрешĕве хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Еремеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Еремеев, вăтам шкул директорĕ В. Осипов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи В. Семенов, Иван Антоновичăн мăшăрĕ А. Рыбкина, Н. Петровăн пĕртăванĕ, спорт ветеранĕсем саламланă.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсене, медальсене, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
Рыбкинсемпе Петровсем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас, ирĕклĕ майпа кĕрешес ĕçе явăçтарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртмалла. Çакна турнир йĕркелени те уççăнах çирĕплетет.
А. ИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)