17 сентября 2019 г.
Турханти вăтам шкул 180 çул çитнине паллă турĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, ял тăрăхĕн ертỹçи Александр Еремеев, республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова академик, культурологи докторĕ, Союзлă патшалăхăн Общество палатин членĕ Владимир Васильев профессор, Азипе Африка халăхĕсен пĕр шухăшлăх обществин регионти уйрăмĕн председателĕ Бассам Аль-Балауи, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, шкул выпускникĕсем хутшăнчĕç.
Малтанах вĕсем вĕрентỹ учрежденийĕпе паллашрĕç, унăн çитĕнĕвĕсене çутатакан стендсене, выставкăсене курчĕç, Кокель пленэрне хутшăннă ачасен ĕçĕсене пăхрĕç.
Коллектив çитĕнĕвне палăртнипе пĕрлех хастарсене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Педагогсемпе вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, выпускниксем иртнĕ вăхăта кăмăлтан аса илчĕç.
Кашни шкулăн хăйĕн историйĕ. Çитĕнỹсем пирки нумай калаçма пулать. Выпускниксем хушшинче наука кандидачĕсем, спорт мастерĕсем, врачсем, юристсем тата ыттисем те пур. Тĕнчипе паллă художник, Чăваш Енри профессиллĕ ỹнер ăстисен никĕсне хываканĕ Алексей Кокель, Герман Кокель епископ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ Алексей Петров композитор тата нумай писательпе поэт, журналист тухнă кунтан.
Паян вĕренỹ учрежденийĕнче 25 педагог 166 ачана пĕлỹ парать.
А. Иванова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)