16 августа 2019 г.
Вĕлле хурчĕн çут çанталăкри тĕп ĕçĕ-_ ỹсен-тăрана шăркалантарасси. Вăл нектар тата пыльца пухнă май тухăçа та ỹстерет, йывăç-курăкăн чир-чĕре хирĕç кĕрешесси те лайăхланать. Çавна май çĕр çинчи пур чĕрĕ организм валли апат пулать тата атмосфера кислородпа пуянланать. Ученăйсем "ылтăн" хуртсем сахалланса пыни, вĕсем пĕтни пысăк инкек патне илсе çитересси, Çĕр-планета çинче пурнăç юлмасси пирки калаççĕ. Сăмах май, вĕлле хурчĕсем пурăнман вырăн пур - Китайри Сычуань провинцинчи Маосянь ту уездĕнче. Кунта пан улми йывăççисене çынсем хăйсем шăркалантараççĕ. Фермерсем акнă-лартнă культурăсем патне вĕлле хурчĕсем вĕçсе килччĕр тесе утарçăсене укçа тỹлеме те хатĕр, анчах химикатсемпе кашнийĕ хăйне кирлĕ кун усă курнăран утарçăсем куçарса çỹрекен вĕллисене илсе пырса лартма хăраççĕ. Тăкакĕ пысăк.
Хирсене хăватлă хими препарачĕсем сапнăран пирĕн çĕршывра та вĕлле хурчĕсем çемйи-çемйипе пĕтнĕ тĕслĕхсене çулленех шута илеççĕ. Кăçал кун пек инкек республикăра та пулчĕ. Шухăшлаттаракан, чуна ыраттаракан пулăм.
Районти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе "Нектар" фермер хуçалăхĕн ертỹçипе, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи утарçăсене пулăшса, ертсе пыраканĕпе Н. Пирожковпа тĕл пултăмăр.
Николай Петровича телефонпа шăнкăравласанах: "Эпĕ паян редакцине пырасшăнччĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Геннадьевич Артамонов вĕлле хурчĕсен йышне ỹстересси, упрасси пирки видеоконференци ирттерчĕ, район администрацинчен тухсанах хаçатçăсемпе курнăçмалли çинчен шухăшларăм", - терĕ. "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илнĕ утарçăпа чылайччен калаçрăмăр, тĕрлĕ ыйту хускатрăмăр. Вĕсем вулакансене те кăсăклă, усăллă пуласса шанас килет.
Пыл, пыл тенипе çăвара пыл кĕмест
- Николай Петрович, çĕрпе ĕçлекенсем хирĕсене хими препарачĕсем сапнипе Çĕрпỹ, Канаш районĕсенче вĕлле хурчĕсен çемйисем вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Пирĕн районта кун пек хыпар çук, апла пулсан пурте йĕркеллех...
- Вĕлле хурчĕсем нумай вилнĕ тĕслĕхсем Ульяновск облаçĕнче, Мордва Республикинче пулчĕç. Чăваш Енре, вĕсеннипе танлаштарсан, пысăк хисеп тесе калаймастăп, анчах пĕрех çухату тỹснĕ утарçăсемшĕн чĕре ыратать. Вĕсем куллен ырми-канми йыша ỹстерессишĕн чунранах тăрăшнă. Районта, тавах Турра, вĕлле хурчĕсене вĕçме, пыл тума лару-тăру лайăх.
Инкек рентабельлĕ культурăсенчен пĕрне- рапса - пысăк лаптăкра çитĕнтерекен тăрăхсенче ытларах пулать. Ăна хурт-кăпшанкă вăйлă тапăнать, çавăнпа хăватлă наркăмăшлă им-çам сапаççĕ. Тĕрĕссипе вара хими препарачĕсене ялтан 5 çухрăм çывăхра усă курмалла мар. Сиенрен хăтăлас тесен ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен утарçăсемпе пĕр сăмахра ĕçлемелле, маларах пĕлтермелле.
- Кăçал çанталăк çумăрлăрах тăни пыл тухăçне витĕм кỹмерĕ-и?
- Шел пулин те, çулла сивĕ килнĕрен, çумăрсем çунăран вĕлле хурчĕсем кирлĕ пек вĕçеймерĕç. Регионта тухăç, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 30 процентпа çеç танлашнă. Районта та çаплах. Вăрманти утарсенче пыл пур, ялтисенче питĕ сахал. Вĕлле хурчĕсем тăватă кун йĕркеллĕ ĕçлерĕç, ытларах çăкаран сиплĕ шĕвеке пухрĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна пыл патши теççĕ утарçăсем. Пĕр гектар тутлă шăршлă çеçкеллĕ йывăç пĕр тонна пылак çимĕç парать.
- Çанталăк кĕр енне сулăнни те сисĕнет. Йывăç çулçисем сарăхма пуçларĕç, каçсерен палăрмаллах сивĕ. Вĕлле хурчĕсене хĕле хатĕрлеме вăхăт çитмен-и-ха?
- Халь шăпах вĕлле хурчĕсене сивĕ кунсене кĕтсе илме хатĕрлес тапхăр пырать. Май пур таран амана тепĕр 10-15 кун çăмарта ытларах саптарма тăрăшмалла. Ăна валли кашни çемьене, йышне кура, çур, пĕр литр таран сахăр сиропне памалла. Пĕр литр шыв пуçне 1,5 килограмм сахăр песукĕ хутăштармалла.
Паян сапнă çăмартаран тепĕр 21 кунтан çеç вĕлле хурчĕсем тухаççĕ. Вĕсем шăпах лайăх хĕл каçаççĕ. Çу тăршшĕпе пыл пухнисем хăйсен тĕп тивĕçне пурнăçланăран çуркуннеччен тем тусан та пурăнаймаççĕ, декабрь, январь, февраль уйăхĕсенче вилеççĕ. Вĕсем вырăнне кĕркунне кун çути курнисем юлаççĕ. Шăпах çаксем пыл пухакан тепĕр ăрăва хăйсен хỹттине илеççĕ, нектар пухма вĕрентсе хăвараççĕ. Хурт-хăмăр саккунĕ çапла.
Кĕркунне вĕлле хурчĕсен йышĕ пулать, анчах сĕнỹсене шута илмесен çуркуннене вĕсем сахалланса юлас хăрушлăх пур. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, теççĕ халăхра. Эпир, утарçăсем, "ылтăн" хуртсене çуркунне шутлатпăр.
Патăрьелсем - маттур утарçăсем
- Николай Петрович, районта хурт-хăмăр ĕçĕпе кăсăкланакансен йышĕ ỹссе е чакса пырать?
- Раççей Федерацийĕн территоринче утарçăсен вăтам çулĕ аслăланса пырать. Çамрăксем вĕлле хурчĕсемпе пит интересленсех каймаççĕ. Пирĕн района ку кăтарту пырса тивмест, утар тытас кăмăллисем йышланса пыраççĕ. Вĕсем хушшинче яш-кĕрĕм нумаййи савăнтарать. Пĕр 7-8 çул каялла аслă çулти кашни утарçăн хăйĕн вырăнне пĕрер çамрăка хатĕрлесси пирки тĕллев лартнăччĕ. Пурнăçа кĕртессишĕн нумай тăрăшрăмăр.
Паяна пирĕн тăрăхра 4500 вĕлле хурчĕ, вăтамран кашни утара ултă вĕлле тивет, апла пулсан 750 çынран кая мар вĕлле хурчĕ усрать. Фермер хуçалăхĕсем 220 çемье тытаççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: кашни утарçăн ветеринарипе санитари кĕнеки кирлĕ тата миçе вĕлле тытнине ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекине çыртармалла.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче утарçăсем нумайланнинче сирĕн тивлет пысăк тесе калас килет. Эсир районта канашлусем йĕркелетĕр, сĕнỹсемпе пулăшатăр... Çав вăхăтрах хăвăр пĕлĕвĕре аталантарма та вăхăт тупатăр.
- Кашни çулах çулталăкне икĕ хутчен хурт-хăмăрçăсемпе пĕрле пухăнатпăр. Çуркунне Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн базинче иртнĕ канашлăва хамăр районтан кăна мар, Шăмăршă, Комсомольски, Улатăр тăрăхĕсенчен, Тутар Республикинчен, Мари Элтан, Чулхуларан, Ульяновск облаçĕнчен тата ытти çĕртен те килчĕç. Мероприятинче утарçăсене кирлĕ канашсем панисĕр пуçне пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашатпăр, "Чи лайăх пыл" конкурс йĕркелетпĕр. Пирĕн ĕçе Раççейре тухса тăракан "Пчеловодство" журналăн 6-мĕш номерĕнче те çутатрĕç.
Эпĕ йăхран-йăха куçакан ĕçе питĕ юрататăп. Хама урăх вырăнта курмастăп та. Анчах хальхи саманара малалла аталанма тăрăшмалла. Тĕнче, Раççей шайĕнчи конференцисене хутшăнатăп, хамăн утарти пыла та илсе каятăп. Мускаври Пĕтĕм тĕнчери утарçăсен конференци вăхăтĕнче Турхан çĕрĕ çинче туса илнĕ продукцие лабораторинче тĕрĕслерĕç те... Ак тамаша, çăка пылĕ Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ! Хам мĕн вĕренсе килнипе ыттисене те паллаштаратăп. Пирĕн пата, Турхана, ют çĕршывран килнĕ хăнасем те пырсах çỹреççĕ. Нумай пулмасть çеç Китайран килсе кайрĕç, вĕсем утара çитрĕç, пыл пахалăхĕпе кăсăкланчĕç.
- Николай Петрович, вĕлле хурчĕсем патне таврăнар-ха. Пирĕн патра хăш ăрата тытсан аванрах-ши?
- Эпир Раççейĕн вăтам полосинче пурăнатпăр. Пирĕн районта, регионта та, вĕлле хурчĕн вăрманти тĕксĕм среднерусски ăрачĕ (темная лесная среднерусская порода) лайăх ĕрчет. Карпатски ăрата кăмăллакансем те пур, вăл усалах мар. Ăшăрах регионсенче пурăнаканнисене те туянаççĕ-ха, анчах вĕсене кунта аталанма майсем сахалрах. Пирĕн тăрăхра хĕл тапхăрĕ 6 уйăха тăсăлать, çавна май вĕлле хурчĕсем нумай вăхăт вĕçмесĕр тăраççĕ. Ăшша хăнăхнисене çакна тỹсме йывăртарах: чирлеççĕ, вилеççĕ.
Çĕнĕлĕхсĕр малашлăха пăхаймăн
- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир вĕлле хурчĕн среднерусски ăратне çĕнетессипе те ĕçлетĕр...
- Кашни икĕ çулта пĕрре среднерусски ăратăн амисене çĕнететпĕр. Утарçăсем çакна вырăсла "новая кровь" теççĕ. Пĕлтĕр Красноярск крайĕнчи Енисейски районтан 50 ама тата тăватă пакет илсе килнĕччĕ. Тата маларах Пермь крайĕнчи Красновишерски районĕнчен туяннăччĕ. Çитес çул çак тăрăхра пурăнакансенчен, ĕлĕкхи тĕне ĕненекенсенчен кайса илме палăртатпăр. "Аписфера-М" опытпа конструктор бюровĕн директорĕ Кирилл Викторович Богомолов вĕсем патĕнче пулнă, вĕлле хурчĕсем среднерусски ăрат пулнине çирĕплетнĕ.
Эпир илсе килнĕ вĕлле хурчĕн амисене туянас текенсем те йышлă. Шел пулин те, пурин кăмăлне те тивĕçтерейместпĕр. Хамăр районта пурăнакансем кăна мар, кỹршĕ районтан, регионтан заказ параççĕ.
- Вĕлле хурчĕн среднерусски ăратне хамăр патăртах искусствăлла майпа йăхтарса ĕрчетсе яма май çук-шим?
- Пĕлтĕр Иваново облаçĕнчи Кинешма хулинче Кирилл Викторович Богомоловпа тата çывăх юлташпа, Алексей Николаевич Сахаровпа, ятарлă вĕренỹре пултăмăр. Шăпах унта вĕлле хурчĕсене искусствăлла майпа йăхтарасси пирки каласа пачĕç. Питĕ-питĕ майне-шывне пĕлсе тăрăшмалли ĕç. Чăн-чăн наука. Оборудованисем те хаклă. Хамăр патăрта искусствăлла майпа йăхтарассипе вăй хураймастпăр. Кивĕ тĕне ĕненекенсенчен туяннă амасен ачисем те, пирĕн тăрăхри сăрă хуртпа (вĕлле хурчĕн аçипе) пĕтĕçнĕ пулсан та питĕ тăрăшуллă, нектар лайăх пухаççĕ.
- Нумай пулмасть Хурама Тварĕнче командировкăра пулнăччĕ. Çакăнта пурăнакансем районти ытти ялсенче тĕпленнисем, уйрăмах хир енчисем, пушă çуртсене туянса вĕллисене кунта килсе лартнине пĕлтерчĕç.
- Хурама Твар вăрман çывăхĕнче вырнаçнă, 100 çулхи çăкасем кашласа лараççĕ. Кунта гербицидсемпе, ытти хими препарачĕсемпе усă куракансем çукпа пĕрех. Вĕлле хурчĕсене пыл пухма условисем лайăх. Яла çитме асфальт çул та пур. Ытти çĕрти утарçăсем пахалăхлă пыл илес тĕллевпе кунта вĕллисене илсе килеççĕ те ĕнтĕ. Малашлăхра, тен, вăл вĕлле хурчĕсен комплексĕ те пулĕ? Юлашки вăхăтра вăрман пылне ыйтакансем нумайлансах пыраççĕ.
- Пыл туяннă чухне нумайăшне унăн пахалăхĕ интереслентерет. Нимĕн те хушман-ши? Çак ыйту канăç памасть. Пыл тасине мĕнле пĕлме пулать? Лайăххи пыра хĕртмелле текен шухăш тĕрĕс-и?
- Районта вĕлле хурчĕсем хатĕрлекен продукцие мĕн те пулин яракан утарçăсем пуррине халĕччен те илтмен. Иккĕленес мар тесен паллакан, пĕлекен утарçăран пыл туянăр. Пыл тасине пĕлес тесен ăна (шĕвĕ чухне) савăтран 10-15 сантиметр çỹлерех çĕклемелле те майĕпен юхтармалла. Вăл пĕр çĕрелле купаланса саланни нимĕн те хушманнине пĕлтерет. Тỹрех сарăлса кайни сисчĕвлентермелле. Пыл пĕр çеçкерен (монофлерный) тата темиçе çеçкерен (полифлерный) пухни пулать. Çăка чечекĕсенчен хатĕрленĕ продукт çемçерех, çавăнпа та нимĕн те туйăнмасть, 3-4 çеçкерен пуçтарни хĕртме пăхать.
- Калаçушăн пысăк тав.
О. Павлова калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)