Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹнерçĕсен ỹкерчĕкĕсем ỹлĕмрен те хакне çухатмĕç

19 июля 2019 г.

Ỹнерçĕсен ỹкерчĕкĕсем ỹлĕмрен те хакне çухатмĕç

Шутлă кунсем васкавлă та сарăмсăр шăваççĕ. Темиçе кун каялла çеç Турхана Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр-симпозиума хапăл тунă сăрă ăстисен "десанчĕ" вун виççĕмĕш хут хăйсен ỹнер ăсталăхне кăтартма, çав вăхăтрах пирĕн хисеплĕ ентеш-художникăн пĕчĕк çĕршывĕнче пурăнакансене пуç тайма, вĕсен йăли-йĕркине, культурине пир татăкĕ çине ỹкерме килсе çитнĕччĕ. Халĕ вара уçă сывлăшра асамат кĕперĕн тĕсĕсемлĕ сăрăсемпе ăсталанă профессионалсен шедеврĕсене пăхса савăнма, хак пама та пултаратпăр. Июлĕн 15-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул, Турханти вăтам шкула уçнăранпа 180 çул тата А. А. Кокель çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă пленэр-симпозиума чыслă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт упавленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Еремеев, Раççей тата Беларуç патшалăхĕсен Общество палатин членĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев профессор хутшăнчĕç. Хăйсен сăмахĕсенче вĕсем художниксене тухăçлă ĕçшĕн, чă-ваш халăхĕн ĕлĕкхи тата хальхи культурине тĕнче шайне кăларса çырса хăварнăшăн тав турĕç. "Профессионал ỹнерçĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне сăнлакан ỹкерчĕксем ỹлĕмрен те хакне çухатмĕç", - çапла хак пачĕç çынсем художниксен пархатарлă ĕçĕсемпе паллашнă май.

Çакна та палăртса хăвармалла. Пленэр пирĕн районта старт илнĕренпе Раççейри тĕрлĕ регионтан, Украинăран, Беларуçрен тата ытти çĕртен хапăл тунă 155 художник Турханта пулнă, ỹкер- чĕксем тунă. Пысăк ăстасем çумĕнче виççĕмĕш çул ĕнтĕ Патăрьелĕнчи ỹнер шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхне туптанине те ырламалла. Çак çула суйласа илнĕ ачасенченех "Репинсем", "Шишкинсем", "Айвазовскисем" çуралма пултараççĕ. Педагогсемпе, ачасемпе тата профессионал художниксемпе çулсерен йĕркелекен мастер-классем шăпах ун патне тухма "вăлтине" яниех тесе хакламалла. Урăхла каласан, çулсеренех пленэра хутшăннисем пирĕн районтан пысăк хавхаланупа, творчество "çỹпçине" пуянлатса каяççĕ. Хальхинче те вĕсем Патăрьелсене пысăк тараватлăхшăн, сăпайлă та ĕçчен халăхĕшĕн, асра юлнă ытти самантсемшĕн чун-чĕререн тав турĕç.

х х х

Тепĕр кунхине, июлĕн 16-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери "Чăваш Ен- Раççейпе Беларуç ỹнерçисен куçĕпе" пленэр участникĕсемпе Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă (1 стр. сăн ỹкерчĕкре), уçă калаçу ирттернĕ. Вăл симпозиума хутшăннисене мухтаса тав сăмахĕ каланă. Тĕрлĕ халăх хушшинчи туслăха тытса тăма культура пайĕ шăпах пысăк витĕм кỹнине палăртнă. "Беларуç Республикинчен килнĕ хăнасем пирĕншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енпе тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнăва тата та анлăрах сарма, туслăха вăй илме пулăшать",- тенĕ регион Ертỹçи Михаил Игнатьев.

Тĕл пулура Беларуç Республикин ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ Светлана Врублевская Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Виталий Цвирко пирки хайланă монографине парнеленĕ, Чăваш Енпе туслă пурăннине палăртса хăварнă. "Чăваш Ен - Раççейпе Беларуç художникĕсен куçĕпе" мероприятие хутшăннисем 250 ĕç тăратнă.

Раççей халăх художникĕ Равель Федоров пленэра çапла хак панă: "Пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе ялан паллашмалла. Вĕсем çитĕнỹ тума витĕм кỹреççĕ. Пленэра кỹршĕ регионсенчен сахал мар художник пуçтарăнать. Сăрă ăстисем кашниех хăйсен опытне кăтартса параççĕ...".

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика