30 апреля 2019 г.
Районти шкулсенче Ашшĕсен канашне йĕркеленĕренпе вăхăт нумаях мар-ха. Çавах курăмлă ĕçсем туни палăрать. Хăшĕсен- че аслисем ачисемпе спорт ăмăртăвĕсене явăçаççĕ. Теприсенче ушкăнпа çул çỹревсене тухса çỹреççĕ. Йывăр шăпаллă çемьери ачасемпе калаçу пуçарни те вырăнлă.
Турханти вăтам шкулти Ашшĕсен канашĕ те ăнăçлă ĕçлет. Унăн ертỹçине яланах çитĕнекен ăру хушшинче курма пулать. Пĕринче А. Кольцов кĕçĕн классенче вĕренекенсене явăçтарса урамри юр айĕнчен тухнă пылак шыв савăчĕсене, мороженнăй хучĕсене, ытти çỹп-çапа пухассине пуçарчĕ. Тепринче "Шăнкăрч йăви" конкурс ирттерчĕç. Кĕске хушăрах класс ертỹçисем ертсе пынипе вĕренекенсем çунатлă туссем валли 36 йăва хатĕрлерĕç.
Вĕсене çурт умне çакасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕçен кайăксем хурт-кăпшанкăсене пĕтернипе пĕрлех хăйсен çепĕç юррисемпе тыткăнлаççĕ. Кайăк-кĕшĕке юратма пĕлекен выльăх-чĕрлĕх патне те интерес çурататех.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)