26 марта 2019 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕч- чен район харпăрлăхĕ шутланакан вырăнти çулсене ванса çĕмĕрĕлесрен сыхлас тĕлĕшпе йывăр тиевлĕ транспортсене çỹреме чараççĕ. Хăш-пĕр транспорта вăхăтлах чару пырса тивмест:
_ пĕтĕм тĕнчери тиевсене турттараканнисене;
_ пассажир турттаракан, вăл шутра пĕтĕм тĕнчери автобуссене;
_ апат-çимĕç, выльăхсене валли апат, хушма апат, выльăх, эмел препарачĕсене, çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени, почта тиевĕсене турттараканнисене;
_ çут çанталăк инкекĕсене тата ытти чрезвычайлă лару-тăрăва парăнтарма хутшăнаканнисене;
_ авариллĕ лару-тăру хыççăн тата юсав ĕçĕсене ирттерме çул-йĕр тăвакан тата эксплуатацилекен техникăпа материала турттараканнисене;
_ федераци органĕн ĕç тăвакан власть транспорчĕсене, федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн çар служби валли пăхса хăварнисене.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)