26 февраля 2019 г.
"Ăраскал" ансамбль артисчĕсем Патăрьелĕнчи тĕп сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнипе çеç çырлахмаççĕ, çулталăк тăршшĕпех ялти клубсене тухса çỹреççĕ, халăха чуна килентерекен юрăсемпе тыткăнлаççĕ, кăмăла уçаççĕ. Темиçе кун каялла çеç вĕсем Турханти психоневрологи интернатĕнче пурăнакан сусăрсене Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕпе саламласа пысăк концерт программипе савăнтарнă. Яланхиллех Алина Петрова, Вероника Арланова, Анастасия Петрова, Денис Ванин, Ольга Кувшинова, Василий Сабаев, Лидия Корнилова, Диля Каштанова шăрантарнă юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)