07 декабря 2018 г.
Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче районти халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центр ĕçченĕсем район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕпе тата сусăрсен обществипе пĕрле "Паттăр" ФСК базинче сывлăх енчен хавшаккисем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем ирттерчĕç.
Уяв ячĕпе пухăннисене социаллă тивĕçтерỹ центрĕн директорĕ А. Воробьева, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, инвалидсен районти обществин председателĕ Г. Кошкин, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов саламларĕç.
Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Дартс енĕпе хăйсен ỹсĕм çулĕсемпе пĕрремĕш вырăна Н. Бородов, С. Гаврилов, И. Долгов йышăнчĕç.
Шашкăлла А. Мякинпа Д. Орешина çитекенни пулмарĕ. Вырăнтан тупă ывăтассипе вара Н. Васильев, С. Гаврилов, О. Исаева мала тухрĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе асăнмалăх парнесем пачĕç.
х х х
Сусăрсен кунĕ ячĕпе Турхан ял тăрăхĕнче те мероприяти иртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Еремеев пухăннисене уявпа саламларĕ. Малалла калаçу çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем инвалидсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç. Пĕччен пурăнакан сусăрсене пулăшу парасси çинче чарăнса тăчĕç.
Вĕсемех культура ĕçченĕсемпе концерт лартса пачĕç. Уяв программине Р. Семенова культура çурчĕн заведующийĕ йĕркеленĕ. А. Ершова культорганизатор, А. Шелякова библиотекарь, Н. Стефейкин илемлĕх ертỹçи тата ялта пурăнакан Г. Салминпа О. Кутузова çынсен кăмăлне савăк юрăсемпе уçрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)