Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хăрушлăхĕнчен пурин те асăрханмалла

23 ноября 2018 г.

Районти пушар надзорĕн тата профилактика енĕпе тимлекен пай сотрудникĕсем çулсеренех «Пурăнмалли çурт-йĕр» операцие хутшăнса ялсене тухса çỹ-реççĕ, пĕччен пурăнакан, нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенче пулса вĕсемпе вут-кăвар- тан асăрханмалли пирки калаçусем ирттереççĕ. Çак кунсенче районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Андрей Симуков тата 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ Юрий Воробьев Турхан ял тăрăхĕнче пулса çынсемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, граждансене кил-çуртра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли йĕркепе паллаштарнă, çитменлĕхсене асăрхаттарса хăварнă.

- Профилактика рейчĕн тĕп тĕллевĕ - пушар тухасран сыхланмалли йĕркене пăхăнманнисене айăпласси мар, вĕсем вут-кăвартан асăрханманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине ăнлантарасси. Эпир чăн малтанах хуçалăхра электропроводсем юсавлă, усă курма юрăхлă пулнине тĕрĕслетпĕр. Рейд вăхă- тĕнче пĕр розеткăранах харăс темиçе электроприборпа усă курнине те асăрхама тиврĕ. Çакă пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Кăмака хутнă чухне те пушар тухасран сыхланмалли правилăсене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Ăна юсавлă тытмалла, тĕтĕм тухакан мăрйисене тасатсах тăмалла,- терĕ А. Симуков аслă инспектор рейд ĕçне пĕтĕмлетсе.

Черетлĕ рейд вăхăтĕнче «01» служба сотрудникĕсем маларах асăннă ял тăрăхĕнчи 12 çемьере пулса профилактика ирттернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 100е яхăн килте пулнă.

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика