10 августа 2018 г.
Республикăри çамрăксен "Сăвар" канашĕн пуçарăвĕпе тĕрлĕ çулхи хастарсем тăван халăхăмăрăн истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнĕсене тухса çỹренине чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Чăвашлăха чун-чĕ-ререн парăннă çынсем вăтăрмĕш çул пĕр шухăшлисемпе инçе çула тухса йăхташăмăрсен авалхи пурнăçĕпе паллашаççĕ, асăну юписем лартаççĕ, чỹк тăваççĕ... Çак ушкăнта пирĕн ентешĕмĕрсем те йышлă: Раиса Сарпи, Валентина Ситова, Олег Цыпленков, Лариса Мышова тата ытти те. Темиçе кун каялла çеç "Чунçỹревçĕсем" Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турхан ялĕнче пулнă, тĕнчипе палăрнă Алексей Кокель ỹнерçĕн çурт-музейĕнчи экспонатсемпе, пленэр участникĕсен районти туслă халăхсен культурипе йăли-йĕркине, пурнăçне сăнласа паракан куравпа паллашнă, ял артисчĕсен концертне пăхса киленнĕ. Валерий Туркай поэт ял çыннисене хăйĕн çĕнĕ сăвă кĕнекисене парнелесе савăнтарнă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)