Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тỹле те канлĕ пурăн

20 июля 2018 г.

Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 169-мĕш статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем уйăхсерен капиталлă юсавшăн укçа тỹлеме тивĕçлĕ. Кĕмĕлĕ пуçтарăнсан унпа усă курса çуртсен тăррине, хваттере кĕрекен çутă, ăшă, газ пăрăхĕсене, путвалсене, фасадне (мал енне), никĕсне юсаса, çĕнетсе, улăштарса параççĕ. Çак çăмăллăх вăхăтра пỹртĕр тесен вара шăпах капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тỹлемелли укçапа çийĕнчех татăлса пымалла. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çĕнĕлĕхе малтанласа сиввĕн йышăнма пăхрĕç. Парăмлисен йышĕ самаяхчĕ. Акă, 2016 çулта республикипе илсен хваттерсенче пурăнакансен 84 проценчĕ укçа тỹлевĕпе татăлса пынă пулсан, 2017 çулта 96,7 проценчĕн парăмĕ çук. Кăçалхи 6 уйăхра вара тỹлев йĕркеллех пырать.

Пирĕн районпа илес пулсан кăтартусем пĕчĕкрех. 77 çуртри 1306 хваттертен капиталлă юсавшăн укçа-тенкĕ кĕмелле. Вĕсенчен 207 хуçа вара пачах парăмпа татăлма васкамасть. Парăм тỹлевпе илемлĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Малашлăхра çак ĕçе суд оргпнĕсене явăçтарасшăн.

70 çултан иртнĕ пĕччен пурăнакан ĕçлемен граждансем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем, 1 тата 2 ушкăнри сусăрсем, инвалид ачасем, вĕсене пăхакансем çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ.

Юсав ĕçĕсене укçи-тенки пухăннине кура пурнăçласа пыраççĕ терĕмĕр. Унпа усă курса 2014-2017 çулсенче 17 çурта хăтлăх кỹртме пултарнă. Пурĕ 6547,33 пин тенкĕ расхутланă. Кăçал Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 53-мĕш çуртăн тата Первомайскинчи Лесная урамри виççĕмĕш çуртăн тăррисене улăштарма пăхнă.

2019 çулхи ĕç калăпăшĕ те паллă: Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 16-мĕш çуртăн, Советская урамри 33-мĕш çуртăн тăррисене юсамалла.

2020 çулта Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи 5-мĕш çуртăн тăррине, Первомайскинчи Лесная урамри 3-мĕш çуртра электроэнергипе тивĕçтерекен системăна çĕнетмелле.

- Анчах çакна тепĕр хут асăрхаттарса каласшăн: укçи-тенки кĕмесен кĕтнĕ юсав ĕçĕ пурнăçланаймасть. Тỹлевпе вăхăтра татăлса пыма тăрăшăр. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕр çын тỹлевпе татăлманни те чăрмав кỹретех. Халăхăн ăнланулăхĕ ку енĕпе çитессе шансах тăратпăр, - терĕ "Капремонт фончĕн" тĕп инженерĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан А. Осипов нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă май. Александр Владимировичпа Н. Николаева ертсе пыракан специалист-экономист çавăн пекех çуртсенче пурăнакансен ыйтăвĕсем çине те хуравсем пачĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика