17 июля 2018 г.
Унчченхипе танлаштарсан паян культурăллă кану ăнлану пачах урăхла. Çак сферăра ĕçлекенсен аудиторипе "калаçас" тесен, куракана кану çуртне уттарас тесен ĕç мелне улăштармаллах. Ку енĕпе мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе вăй хурать-ха Турханти культура çурчĕн режиссерĕ М. Федорова? Çак тата ытти ыйтусен хуравне уçăмлатас тесе Мария Михайловнăпа калаçу пуçартăмăр.
- Çамрăксемпе хастарсен тĕл пулу вырăнĕ культура çуртĕнче пултăр тесе тăрăшатпăр. Мĕншĕн вĕсен ытти çĕрте курнăçмалла? Халăха килĕшекен мероприятисем ирттеретпĕр. Ытларахăшĕнче каччăсемпе хĕрсем хăйсем те хутшăнччăр тетпĕр. Кĕçĕнреххисем валли те, аслă çултисем валли те кăмăла каякан мероприятисем йĕркелеме пулатех. Кашнийĕ кунта чунтан канма, пĕр-пĕринпе калаçма, юлташсемпе тĕл пулма, хăйне артист вырăнĕнче, паллаканнисене сцена çинче курма пултартăр.
- Эсир ял-йышра çĕнĕ "çăлтăрсем" çураласса шанатăр...
- Паллах. Ача садне çỹрекенсенех тĕплĕн сăнатăп. Вĕсен мĕншĕн сцена çине тухмалла мар? Ашшĕ-амăшĕ те кĕтет çакна. "Sun`s rays" ташă, "Maqic" театр тата "Voices" вокал кружокĕсем йĕркелерĕмĕр. Вĕсене тĕрлĕ çулхи ача çỹрет. Занятисем йĕркеллĕ иртеççĕ. Каярах усă курма май паракан репертуарсене вырăс, чăваш тата акăлчан чĕлхипе ташă-юрă композицийĕсене кĕртме тăрăшатпăр. Вĕсемпе сцена çинче пулчĕç те ĕнтĕ.
- Пĕр-пĕр мероприятие тĕслĕхе илер мар-и?
- Тархасшăн. "Голос - дети". Ачасем сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Куракансем те ахальлĕн лармаççĕ. Вĕсем плакатсем хатĕрленĕ. Сăвăпа, юрăпа, сăмахпа, ташăпа конкурса хутшăнакана хавхалантараççĕ. Мероприяти вĕçленсен вара пурте пĕрле "Дорогою добра" юрра шăрантартăмăр. Сăмахĕсене конкурс курма кĕме ирĕк паракан билетпа пĕрлех тивĕçтернĕччĕ.
- Тематика каçĕсем те пулаççех ĕнтĕ.
- Çапла. Акă, "Театр гардеробран пуçланать, культура çуртне вара алăкран кĕреççĕ" мероприятинех илер. Канма килекенсене буклетсем паратпăр. Алăкран кĕнĕ чухнех юрлама, ташлама, е тематикăпа çыхăнтарса сăвă вулама ыйтатпăр. Çакнашкалли Космонавтика кунĕнче йĕркеленĕччĕ. Унта хутшăнакансем викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Пĕлейменни станцисене анса юлчĕ. Космонавт пулас "ĕмĕтлисем" çĕнтерчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле "Земля в иллюминаторе" юрă шăрантартăмăр. Коллектива пĕтĕçтерет-çке çакă.
70, 80, 90-мĕш çулсенчи дискотекăсене аса илтĕмĕр. Çав вăхăтри ташă çеммисене куç умне кăлартăмăр. Гитарăпа (кану каçне хутшăнакан илсе килнĕ) "Как здорово, что все мы здесь, сегодня собрались" юрра юрларăмăр.
- Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче сире пулăшакансем пурах пуль....
- Çапла. Волонтерсем ĕçре пысăк пулăшу кỹреççĕ. Кам сцена çине тухмалли костюм илсе килет, кам хăй аллипе декораци тума пулăшать. Меценатсем те пур. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе районти культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Петрова яланах хавас пулăшма. Пĕрлехи вăйпа йывăрлăхсене çĕнтерсе пыратпăр. Пĕчĕк йышпах ĕç тума пулать иккен. Кану çуртĕнче интереслĕ пулсан унта кирек кам та утма тăрăшать. Эпир çавна мала хума тăрăшатпăр.
А. ИВАНОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)