17 июля 2018 г.
Вунă теçетке çул ытла ĕнтĕ тăван ял уявне упамсасем Питравра паллă тăваççĕ. Унта вара халăх йышлă пухăнать. Ку хутĕнче те ял тăрăхĕнчен çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем килчĕç.
Пухăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн ертỹçи А. Еремеев, И. Вавилов староста саламларĕç. Рудольф Васильевич çакнашкал уявсем ăрупа ăрăва çыхăнтарнине, йăла-йĕрке ламран-лама куçса пынине палăртрĕ. "Кашни ялăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Упамсасем вара туслă, ĕçчен, шанăçлă пулнипе палăрса тăраççĕ",- терĕ вăл. Çывăх вăхăтра кунта ялти çула тума палăртнине пĕлтерчĕ.
Ял хастарĕсем хисеп хучĕсем, дипломсем тата хаклă парнесем илчĕç.
Уява йĕркелес ĕçре ял старостин И. Вавиловăн тỹпи пысăк. Çакна чылайăшĕ палăртрĕ.
Чăваш наци тумне тăхăннă хĕрачасемпе арçын ачасем уçланкăра авалхи йăлана куç умне кăларса тăратма пултарни пирĕн чĕлхен тата культурăн малашлăхĕ пуррине çирĕплетет те. Пуçламăш шкулпа ача садне çỹрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи фольклор ушкăнĕпе чăваш эстрада артисчĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç.
Суту-илỹ ĕçлерĕ. Ачасем валли аттракционсем пулчĕç. Иртнĕ ĕмĕртех Виталий Леонтьев ăсталанă карусель хăй патне илĕртрĕ.
Ял уявĕ çулленех тата Кокель пленэрĕпе пĕрле иртет. Унти хăнасем пырса курчĕç. Упамсасен ăсталăхĕпе, канăвĕпе паллашрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)