Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çыннăм, çулла ĕçре пиçĕх

06 июля 2018 г.

Районти шкулсенче 13 лагерь ĕçлерĕ. Вĕсенче 549 ача канчĕ. Иккĕмĕш сменăра кану лагерĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлет. Унта 92 ача çỹрет. Район тулашĕнчи лагерьсенче каникул пуçланнăранпа 28 ача пулчĕ.

Çĕр çинче тĕлĕнтермĕш нумай

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти сывлăха çирĕплетекен кану лагерьне çỹренĕ ачасем М. Сугутская тата О. Петрова воспитательсемпе вăрман пуянлăхĕпе, уй-хирте çитĕнекен ỹсен-тăранпа, чечекленекен садсемпе тĕплĕн паллашрĕç.

Районти ача-пăча библиотекинчи мероприятие вулавăш ертỹçи А. Иголкина ертсе пычĕ. "Çул çỹреве" вара пурте кăмăлтан хутшăнчĕç. "Ỹсен-тăрана палла", "Выльăх-чĕрлĕхе пĕл", "Вăрманта кам пурăнать?", "Ура йĕррине палăрт" вăйăсем интереслĕ иртрĕç.

Пĕлмен ỹсен-тăрансене кĕнеке тăрăх шырарĕç. Сиплĕ эмел курăкĕсемпе паллашрĕç. Вăрманта çỹремелли йĕркене аса илчĕç.

"Çут çанталăкри чĕр чунсен тĕнчипе паллашар" кĕнеке выставки вара тавралăхăн паха çăл куçĕ евĕрех туйăнчĕ.

Аса илни пăсмасть

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти лагере çỹренисем "Çăлавçă" кунне ирттерчĕç. Тематикăлла мероприяти вăхăтĕнче кĕтмен çĕртен аманас пулсан, ал-урана сусăрлатсан, хĕвелпе пиçсен, сăмсаран юн кайсан... мĕнле пулăшу памаллине аса илчĕç.

О. Петров воспитатель ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарчĕ. Çитĕнекен ăру ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ. Пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине аса илни те вырăнлă пулчĕ.

"Çул-йĕр правилисен кану çук!"

терĕç Турханти вăтам шкулта ĕçлекенсем ачасене каникула ăсатнă май. Л. Осипова пĕлỹ çуртне çỹрекенсемпе "Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ" темăпа калаçу ирттерчĕ. ОБЖ вĕрентекен С. Самакина ятарлă стенда çĕнетрĕ. Пурне те инструктаж панă. О. Кокель тата Н. Косойкина кану лагерĕн воспитателĕсем "Çул-йĕр правилисене пĕлетĕн-и?" викторина ирттерчĕç. Физкультура вĕрентекенĕсем ачасене "Эсĕ ăста велосипедист-и?" вăййа явăçтарчĕç.

Ашшĕ-амăшĕпе калаçу ирттерессине те тĕпе хунă. Волонтерсем "Ачасен хăрушсăрлăхĕ - аслисен тимлĕхĕ" буклетсем валеçрĕç.

Кану туслăха çирĕплетрĕ

"Тус-юлташпа канма мĕн тери аван" тесе пĕтĕмлетỹ турĕç Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти кану лагерьне çỹренĕ ачасем. Мĕн тĕрлĕ мероприяти, вăйă, конкурс ирттермерĕç вĕсем çак кунсенче. Спортпа туслă пулнине те çирĕплетрĕç. Юлашкинчен çамрăк талантсем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç. Уяв концерчĕ вăраха пычĕ.

Çутрĕ "симĕс" çутă, сан çулу уçă

Районти "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурс çуллен тенĕ пекех

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта иртет. Кăçалхине унта 7 команда хутшăннăччĕ. Тупăшăва тухакансен 5 енпе ăмăртмалла пулнăччĕ. Çĕнтерỹçĕсем вара - хуçасем. Ытларах чухне çапла. Кивĕахпỹртсен ку енĕпе тăрăшулăх та пысăк. Конкурс йĕркелемелли условисем тивĕçтереççĕ. Çуллахи кану вăхăтĕнчи лагере çỹрекенсем те çав площадкăрах тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ. Кăçал та "Светофорик" ушкăн канура çак енсене мала хучĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика