06 июля 2018 г.
Июлĕн 4-мĕшĕнче Турханта чăвашсен пĕрремĕш художник-профессорне А. Кокеле халалласа тĕнчери ХII пленэр уçăлнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Еремеев, Кокелĕн пĕтĕм тĕнчери культура проекчĕн ертỹçи, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Пĕтĕм тĕнчери культура тата искусство академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В. Васильев, А. Кокелĕн тăванĕсем- Валентинпа Николай Сергеевсем, РАХ член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Енри Художниксен канашĕн правленийĕн членĕ А. Федоров, Раççей, Белорусси тата ытти çĕрти художниксен союзĕн членĕсем хутшăннă.
- Пленэрпа турхансем, уйрăмах çитĕнекен ăру интересленни савăнтарать. Мероприяти чи малтанах ачасене искусствăра палăрнă çынсем умĕнче творчествăри малтанхи çитĕнĕвĕсене кăтартма, тавракурăмне аталантарма, опыт пухма май парать. Пленэрта çĕнĕ туссем тупаççĕ, Раççейĕн анлă культурипе паллашаççĕ, аса илỹсем те чылайлăха юлаççĕ, - тенĕ С. Чернова хăйĕн сăмахĕнче.
Официаллă пай вĕçленнĕ хыççăн А. Кокель музей-çурчĕ çине çирĕплетнĕ Асăну хăми патне чечексем хунă, художникăн пурнăçĕпе çыхăннă экспонатсемпе, Турхан шкулĕпе, çакăнтах пленэра килнĕ художниксен 11 çулта пухăннă картинисен галерейипе паллашнă. В. Васильев ỹкернĕ "А. Кокель. Таврăнни" телефильма курнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)