29 июня 2018 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн Турханта çуралса ỹснĕ тĕнчипе паллă Алексей Кокель художник пысăк мăнаçлăх шутланать. Çавна май унăн музей-çуртне хăтлăлатасшăн. Çак тĕллевпе 1 миллион та 941 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Нухратпа кăçал музей çурчĕн территорине хăтлăлатас, тирпей- илем кĕртес тĕллевпе усă курĕç. Проектпа килĕшỹллĕн кунта часавай çĕклеме, палăк лартма, картина галерейине йĕркелеме, канмалли вырăн тума палăртнă. Пỹрт умĕнчех ултă вырăнлă парковка та пулмалла. Урăхла каласан, малашне Чăваш Енри профессилле пĕрремĕш художникăн, Алексей Кокель профессорăн тăван ялĕнчи музей-çурчĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ туристсемшĕн пуян информаци илмелли объект та, кану вырăнĕ те пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)