22 мая 2018 г.
Турхан ял тăрăхĕнчи "Кив çурт" уçланкăра "Зарница" тата "Орленок" вăйăсен финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсем 4 куна тăсăлчĕç. Вăйăсене хăюллă та маттур çамрăксем явăçрĕç. Вĕсем кирек хăш йывăрлăха та парăнтарма пултарчĕç. Çар пурнăçне "тутанса" пăхрĕç. Хăйсен ăсталăхĕпе тăван çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçисем пулса çитĕннине çирĕплетрĕç.
Çĕнтерỹçĕ командăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Турхан ял тăрăхĕн ертỹçи А. Еремеев, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова саламларĕç. "Орленоксенчен" Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем, "Зарницăсенчен" Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем мала тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Пĕрремĕш вырăн йышăннисен июнĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпỹ районĕнчи ачасен сывлăхне çи- рĕплетекен "Звездный" лагерьте район чысне хỹтĕлемелле пулать.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)