20 апреля 2018 г.
Турханти врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика тухтарĕ Анатолий Кольцов пуçарăвĕпе ялти вăтам шулта йĕркеленĕ «Шăнкăрч çурчĕ» («Скворушкин дом») конкурса пĕтĕмлетнĕ, чăн-чăн маçтăрсене Хисеп грамотипе тата парнепе хавхалантарнă. Ял илемĕ шутланакан «хура йăмăксен» ячĕпе ирттернĕ акцие вĕсем Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне халалланă. Кĕçĕн класра вĕренекенсем класс ертÿçисен хастарлăхăпе 5-6 кунтах 37 шăнкăрч йăви хатĕрленĕ.
Хайĕн хитре юррипе тата чĕвĕлти сассипе пурне те тыткăнлакан кайăк валли пĕчĕк «çуртсем» ăсталаса кил умĕнчи йываç çине вырнаçтарасси паян тухнă йăла мар. Халăх традицине малалла тăсни, çитĕнекен çамрăк ăрăва ачаранах тавралăха, çут çанталăка, флорăпа фауна тĕнчине (ÿсен-тăранпа кайăк-кĕшĕк тĕнчи) курма хăнăхтарни пархатарлă çеç мар, кирлĕ те.
Сăмах май каласан, Анатолий Валентинович чылай чухне ыр кăмаллăх акцийсĕенче пысăк пуçарулăх кăтартать. Ахальтен мар ĕнтĕ опытлă та хисеплĕ тухтăр «Авангард» хаçат редакцийĕ йрĕкеленё Çулталăк çынни-2015» конкурсра та çĕнтеруĕ ята тивĕçнĕччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)