20 апреля 2018 г.
Турханти вăтам шкулта Афганистан вăрçинче пуçне хунă Владимир Федорович Перлов паттăра сума суса асăну хăми уçрĕç, унăн ячĕпе волейбол, шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ.
Çарпа патриотла мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Еремеев, районти афганецсен пĕрлĕхĕн членĕсем (председателĕ Алексей Краснов), геройăн ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕ çемйипе, çывăх тăванĕсем, пĕрле службăра пулнă юлташĕсем, учительсемпе вĕренекенсем, спортсменсем, ял-йыш хутшăнчĕ.
Владимир Перлов 1963 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Турхан ялĕнче çуралнă. 1981 çулта çара кайнă. 1982 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче паттăрла пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
- Эсир ывăлăра тĕрĕс воспитани парса ỹстерни куç умĕнче. Вăл паянхи тăнăç пурнăçшăн, пирĕн пуласлăхшăн тăрăшса пуçне хунă, чăн-чăн хăюллă паттăр. Çакăн пек маттур ывăл çуратса ỹстернĕшĕн тав тăватпăр, упрайманнишĕн каçару ыйтатпăр,- терĕ Рудольф Васильевич Владимир Перловăн ашшĕпе амăшне. Çавăн пекех вăл юлашки çулсенче афганец-ветерансем районта çитĕнекен çамрăк ăрупа тĕл пулусем йĕркелесе, куçа-куçăн калаçусем ирттерсе вĕсене çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрлес, патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вăй, ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.
Володьăпа пĕрле службăра пулнă юлташĕ, Пăлапуç Пашьел каччи - Николай Николаев салтакри пурнăçа аса илчĕ. Афганистанăн хăрушă сăрт-тăвĕ, кишлакĕсем, душмансемпе куçа-куçăн тĕл пулни, юлташĕсене çухатни халĕ те асрах пулнине палăртрĕ.
Асăну хăмине уçнă хыççăн спорт вăййисем пуçланчĕç. Волейбол турнирне пурĕ 7 команда килнĕ. Вăйăра Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна "Урмаево" (Комсомольски районĕ), виççĕмĕшне Нăрваш Шăхаль командисем йышăнчĕç. Шашкăлла вылякансен хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи В. Григорьев çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи Н.Федоров, виççĕмĕшне Тикешри В. Антонов тухрĕç.
Шахмат ăмăртăвĕнче чи маттурри Патăрьелĕнчи Р. Сафиуллов, иккĕмĕш- Патăрьелĕнчи Н. Федоров, виççĕмĕш - Еншикри Н. Паймуллин пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсене кубоксемпе медальсем парса чысларĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)