10 апреля 2018 г.
Турханти "Нектар" фермер хуçалăх ертỹçи Н. Пирожков яланах хăйĕн тавракурăмне анлăлатассишĕн, ĕç опытне пуянлатассишĕн тăрăшать, çавна май Раççей, тĕнче шайĕнче йĕркелекен канашлусене, конференцисене хутшăнать.
Хăйне те, паллă утарçă пулнă май, тĕрлĕ хулана, региона чĕнеççĕ, унăн ĕç опычĕпе анлăн усă кураççĕ. Уйрăмах вĕлле хурчĕн среднерусски ăратне усрама пуçланă хыççăн фермер час-часах çула тухма пикеннĕ. Николай Петрович нумай пулмасть Хусанти канашлура пулнăччĕ, унта вăл ульетерапи тата аэротерапи пирки каласа панă. Çак кунсенче ăна Томск облаçĕнче иртнĕ улттăмĕш ял хуçалăх пухăвне чĕнсе илнĕ.
- Мероприятие Томск облаçĕнчи, Красноярск, Алтайск крайĕсенчен тата ытти çĕртен те 300е яхăн утарçă килнĕччĕ. Пухăва Томск облаçĕн губернаторĕн çумĕ Андрей Кнорр ертсе пычĕ. Мана Интернет урлă шыраса тупнă.
Юлашки вăхăтра çынсем вĕлле хурчĕн среднерусски ăрачĕпе ытларах та ытларах кăсăкланаççĕ, эпĕ шăпах вĕсене усратăп. Çак ăрат ыттисемпе танлаштарсан чăтăмлăрах. Кăçал хĕл вăрăма тăсăлчĕ, çавна май ытти ылтăн хуртсене вĕçме тухайманнипе йывăра лекет. Чирлесе вилсе пĕтес хăрушлăх та пур. Пухура шăпах среднерусски ăрат пирки ытларах калаçрĕç, - тесе пĕлтерчĕ Н. Пирожков. Николай Петрович çакăнтах пирĕн республикăран тахçанах тухса кайнă чăвашсемпе те - ашшĕ-амăшĕ Йĕпреç, Улатăр районĕсенчен пулнă - паллашнă. Вĕсем те мероприятие вĕлле хурчĕсем усранă май килнĕ.
Фермершăн çул çỹрев ăнăçлă пулнă. Н. Пирожкова Красноярск крайĕнчи Енисейск районĕнчи кивĕ тĕне ĕненекенсем патĕнчен среднерусски ăратăн 5 вĕллине илсе килсе пама шантарнă. Çакă пирĕн районти, республикăри утарçăсемшĕн çеç мар, федерацин Атăлçи округĕшĕн те ырă пулăм. Турхан çыннин вĕлле хурчĕсене туянас текенсем те тупăннă.
Хальхи вăхăтра Н. Пирожков утарçă вĕлле хурчĕсен среднерусски ăратне искусствăлла майма пĕтĕçтерессине йĕркелес тĕллевпе пурăнать. Çак ĕçе пуçарма ăна "Апписфера-М" конструкторпа опыт бюровĕн директорĕ К. Богомолов нумай пулăшать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)