Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă художника чысласа

23 марта 2018 г.

Турханти вăтам шкулта профессиллĕ ỹнер искусствине йĕркелекен, паллă художник тата педагог, общество деятелĕ А. Кокель çуралнăранпа 138 çул çитнĕ май сумлă мероприяти иртрĕ.

Унта район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Еремеев, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Обществăлла канаш председателĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ В. Васильев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, республикăри ỹнерçĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ А. Федоров, Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ О. Цыпленков, А. Кокель ăрăвне малалла тăсакан Н. Сергеев тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç.

Пухăннисем малтанах А. Кокель çурт-музейĕ умĕнчи мемориал хăми патне çеçкесем хучĕç. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнса тунă стенд патне те чечексемпе çитрĕç.

Музейра экспонатсемпе паллашрĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В. Сергеев аваллăх управçин историне, ентеш пурăннă Харьков хулине çитсе килнине аса илчĕ.

Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн, унăн структура подразделенийĕсен вĕренекенĕсен выставкипе паллашма кăмăллă пулчĕ. "Акă, мĕнле вăл Кокель çĕршывĕ" ĕçсен çĕнтерỹçисем дипломсене тивĕçрĕç.

Кокель пленэрĕсенче тунă художниксен картинисен галерейине уçни асра юлатех.

Мероприяти вăхăтĕнче художник пурнă- çĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай пĕлме май пулчĕ. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем концерт кăтартрĕç.

Турханта 2007 çултанпа тĕнче шайлĕ Кокель пленэр-симпозиумĕ иртет. Унта Раççейрен, Украинăран, Белоруссинчен паллă ỹнерçĕсем хутшăнаççĕ. Иртнĕ пленэрсене 130 ỹнерçĕ хутшăнса 1000 ытла паха ĕç тунă.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика