Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йытта шанма йывăр, унăн хỹри кукăр

16 марта 2018 г.

Гороскоппа тỹр килнĕ кăçалхи Йытă çулталăкĕнче хамăрăн тăватă ураллă "тус" пирки япăххине калаçас та килмест. Çапах та редакцие çине-çинех килнĕ шăнкăравсем алла каллех (кун пирки хаçатра пĕрре мар çырнă) калем тытма хистерĕç. Хальхинче Çĕньял ял тăрăхĕнчен пăлхавлă шухăша çитернĕ учитель-пенсионерка та ним çукранах "Ахрăм агентствине" шăнкăрав çитермерĕ, паллах. "Вăрçă вăхăтĕнче ялсенче питĕ лăпкăччĕ. Йытăсем иртен-çỹрене хăратман. Пуррисем кăкаркăчра пулнă. Халĕ вара? МИХсенче пĕр çĕрте çынна анчăк туласа вĕлернине, унранах хăраса арçын пуйăс айне кĕрсе кайнине тата ыттине те çыраççĕ, кăтартаççĕ. Чун ыратать çакнашкал пăтăрмахсемшĕн. Кукăр хỹресем Çĕньял, Турхан, Çăл Атăк, Тăрмăш ялĕсенче те хунасах пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе поселени администрацийĕ депутатсемпе, ял старостисемпе, уйрăм хастарсемпе пĕр шухăш патне тухмаллах. Килĕрен çỹресе йытăсене шута илни те, ирĕке яракансене административлă яваплăх тыттарни те вырăнлă тесе шутлатăп - пурте илтмелле тенĕ евĕр пăлханса калаçрĕ пенсионерка. Ватă çын тĕрĕс тема хускатни ытти ял тăрăхĕсемшĕн те çĕнĕлĕх мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика