Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Пирожков - конкурс çĕнтерỹçи

09 февраля 2018 г.

Нарăсăн 8-мĕшĕнче районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 87 çул çитрĕ. Çак ятпа редакци ĕçченĕсене, калем ветеранĕсене, обществăлла корреспондентсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, малашне те хаçат страницисенче çĕнĕ те пархатарлă, çивĕч шухăшсене çутатма, район аталанăвĕнчи çитĕнỹсемпе çитменлĕхсене тĕрĕс хак пама, вулаканпа тачă çыхăнура ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Хаçатăн çуралнă кунĕнче редакци пуçарăвĕпе йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурса пĕтĕмлетесси те ырă йăлана кĕчĕ. Сăмах май каласан, кăçал вăл 15-мĕш хут иртрĕ. Аса илтеретпĕр: конкурсăн кăçалхи тупăшăвне 9-ăн хутшăнчĕç. Списока кĕртнĕ кандидатсем кашниех 2017 çулта мĕнле те пулин çитĕнỹпе, ыр кăмăллăхпа, пултарулăхпа палăрнăскерсем. Ятарлă комисси конкурса тăратнă кандидатсемшĕн алă пусса çирĕплетнĕ списоксене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрчĕ: чи нумай сасă пухса "Çулталăк çынни - 2017" хисеплĕ ята "Нектар" хресчен фермер хуçалăх ертỹçи, Турханта пурăнакан Николай Пирожков (ỹкерчĕкре) тивĕçрĕ. Чыслава пуçтарăннисен умĕнче район хаçачĕн тĕп редакторĕ Александр Козлов çĕнтерỹçĕне чун-чĕререн саламларĕ, малашне те хăйĕн ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тума хастарлăх, иксĕлми вăй-хăват сунчĕ, Хисеп хучĕ тата асăнмалăх парне парса чысларĕ.

- Хаçат редакцийĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан конкурс çултан-çул хăйĕн хисепне ỹстерсе пыни савăнтарать. Пахалăхлă пыл туса илес тĕлĕшпе Раççейĕпе палăрнă Николай Петрович хăй те вĕлле хурчĕ пекех ĕçчен, тăрăшуллă...- терĕ Рудольф Васильевич фермер хуçалăх ертỹçине район шайĕнчи сумлă ята çĕнсе илнĕ ятпа саламланă май.

Конкурс çĕнтерỹçине çавăн пекех Турханкасси вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ Н. Янтыков, Патăрьелĕнчи "Пчелка" магазин сутуçи Н. Спинова тата ыттисем те саламларĕç, малашнехи пурнăçра тата пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика