30 января 2018 г.
Районти ялсенче иртнĕ çулăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе умра тăракан тĕллевсене граждансемпе сỹтсе явакан пухусем малалла пыраççĕ.
Çак кунсенче вăл тăватă ялтан тăракан Турхан поселенинче те иртнĕ. Пухусене район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа пĕрлех район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ Ф. Бикчурин, вырăнти организаци-предприяти ертỹçисем те хутшăнни халăха кăсăклантаракан ыйтусене çийĕнчех татса пама пулăшнă.
Икĕ пине яхăн çын пурăнакан ял тăрăхĕн территорийĕнче социаллă-культура объекчĕсем сахал мар: вĕрентỹ тата культура учрежденийĕсем çеç виçшер, икĕ фельдшер пункчĕ, врач амбулаторийĕ, А. Кокель музейĕ, психоневрологи интерначĕ, Шăмăршă лесничествин Турханкасси вăрман хуçалăх участокĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, Перекет банкĕн филиалĕ, чиркỹ пур. Вĕсемсĕр пуçне райпон тата уйрăм çынсен 9 магазинĕ, харпăр-хăй ĕçĕпе услам тăвакан 19 предприниматель ĕçлет. Ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕпе танлаштарсан вырăнти халăх валли ĕç объекчĕсем сахал мар. Бюджета пуянлатмалли майĕ-шывĕ те пĕчĕк мар.
Пухура ял тăрăх пуçлăхĕ А. Еремеев 2017 çул итогĕпе доклад туса панă. Турхансем пĕлтĕр хăйсен умне лартнă тĕл- левсене пурнăçланă. Бюджетăн тупăш пайĕ виçĕмçулхинчен 10,3 процент ỹснĕ. Иртнĕ çул усă курман тата хуçасăр мĕн пур çĕре поселени харпăрлăхĕ çине куçарнă. 593 çĕр участокĕ (203 гектар) уйрăм çынсенче арендăра.
2017 çулта вырăнти çулсене юсама тата пăхса тăма 390 пин тенкĕ, Турханти культура çуртне газ кĕртме 450 пин кайнă. Кăçал çул-йĕр фончĕ кăшт ытларах - 410 пин тенкĕ.
Поселенинче ытти ыйтупа та ĕçлесе пыраççĕ. Санкцилемен çỹп-çап куписене пĕтересси, ял урамĕсене тирпей-илем кĕртесси, çул хĕррисемпе ытти территорисенче йывăçсем лартса тавралăха илемлетесси кашни çулхи тĕп тĕллев. Тĕл пулусенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов муниципалитетра халăх пурнăçĕпе, ял аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене малашне те пĕрлехи вăйпа татса пыма ăнăçу суннă.
Редакцирен: пуху иртнĕ хыççăн Турхансем пĕрин хыççăн тепри культура çурчĕ сивĕ пулни пирки пăшăрханса шăнкăравларĕç. Чăнах та камăн шăнса ларас килтĕр-ха? Халăха пухăва йыхравланă пулсан клуба хутса ăшăтмаллах пулнă çав...
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)