26 декабря 2017 г.
Районăн уйрăм çыннисем хăйсен ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçни пирĕн халăхăмăрăн тăрăшулăхне çирĕплетсе парать. 2017 çулта 51 педагог укçан хавхалантару илнĕ. Çак йыша Турханти вăтам шкулти чăваш чĕлхипе вĕрентекен В. Самарина та кĕнĕ.
Валентина Анатольевна çитĕнỹ коллектив туслăхĕнче, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче пулнине палăртать. Шкул директорĕ В. Осипов хавхалантарса пынине мала хурать. Педагог ĕçне вырăна хунăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне чĕререн тав тăвать.
- Тăрăшуллă ачасем пулсассăн темĕнле çитĕнỹ те тума пулать, - терĕ В. Самарина калаçăва малалла тăсса. Манăн унăн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшесех те килмерĕ. Ачасене кĕнекепе ĕçлеме, ăс-тăна пухма, конкурс-олимпиадăна явăçма хăнăхтараканни шăпах педагог.
15 çул урока кĕрет Валентина Анатольевна.Малтанхи утăмсене тума ăна ун чухнехи директор çумĕ П. Андреев пулăшнă. Лаборанткăра ĕçлекенскере тăван ен культурине вĕрентме шаннă.
Уроксем хыççăн уйрăм ачасемпе ĕçлессине мала хурать вĕрентекен. Паян вăл М. Алексеева ỹсĕмĕсемпе кăмăллă. Милена хăй те пултаруллă. Сăвăсем çырать. Фантастикăлла калавсем калăплать. Амăшĕ библиотекăра ĕçленĕрен вуламан кĕнеке хăварман-тăр. Кĕнеке пĕлỹ çăлкуçĕ, теççĕ. Тĕрĕсех. Çавна пулах Милена чăваш чĕлхипе район шайĕнче иртекен олимпиадăсенче малта. Республикăра иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Пĕтĕм тĕнче олимпиадинче вара çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
Маларахри çулсенче те призерсем хатĕрленĕ В. Самарина. А. Зеленкова тăван ен культурипе республикăра иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Excelsiorта Г. Тетина гимназисемпе лицей ачисем хушшинче кукашшĕ Ахун тăвĕсем çинче ĕçленине çутатса парса "Аттелĕх" секцинче иккĕмĕшне çĕнсе илнĕччĕ. Республикăри "Тантăш" хаçатра ĕçлекен В. Федорова шкулта вĕреннĕ чухнех пысăк ăсталăх кăтартнăччĕ. Р. Ахмеров викторинăра виççĕмĕш вырăнпа савăнтарнăччĕ тата ытти те.
Ачасем чăваш чĕлхине мала хураççех. Çакă шкула килекен çынпа курнăçнă чухне тăван чĕлхепе сывлăх суннинчен те паллă.
Ушкăнпа тунă çитĕнỹсем те пур Турхансен. "2017 çулхи чи лайăх ĕç бригади" конкурсра иккĕмĕш вырăна тухрĕç вĕсем. "Йывăç ларт та ăна упра" видеороликпа Н. Васильева, Ю. Сымова, И. Самарина пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.
- 11 классен ертỹçи эпĕ. Каччăсемпе хĕрсем аслă юлташĕ вырăннех хураççĕ. Пурнăç çулĕ çине тăрас умĕн сиксе тухакан кирек хăш ыйтăва та татса пама тăрăшатпăр. Вĕренỹре кашнийĕ харсăр. Çиччĕшĕ "пиллĕк" паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытма тивĕçлех вĕсем, - тет В. Самарина.
Аслă категориллĕ вĕрентекен Л. Осиповăпа канашласа ĕçленине те палăртать. Лариса Васильевнăран нумай лайăххине вĕренет хăй те.
- Чĕлхене пĕлмесĕр малашлăх çуках, - тет Валентина Анатольевна. Халăхăн йăли-йĕркине тытса пырассине те мала хурать. Ачасемпе хăйĕн валли темиçе çул каяллах чăваш кĕпи çĕлеттернĕ вăл. Семинарсенче, канашлусенче, уçă урок панă чухне усă курма вырăнлах.
Çемйинче педагог профессине тăваттăн илнĕ пĕртăвансем. Ăрăва малалла тăсакансем вара урăх çулпа каясшăн курăнать. Леонтий фельдшер профессине кăмăллать. Шупашкарти колледжра вĕренет. Ирина = ялти шкулăн 10 класĕнче
. Гранта тивĕçни педагога хавхалантаратех. Ĕçри ăнăçлăха унăн малашне те пĕрле ĕçлекен вĕрентекенсемпе пĕр сăмахпа пулса туса пырас килет.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)