12 декабря 2017 г.
Турханти врач амбулаторийĕнче Донор кунне пĕрремĕш хут йĕркелемеççĕ. Çыннăн пурнăçне çăлса хăварас тĕлĕшпе ирттерекен ыркăмăллăх ацийĕ кашнийĕнчех пысăк хастарлăхпа иртет. Хальхинче те пархаталă та пысăк ĕçе утмăла яхăн çын хапăл тунă. Таврари 14 ялтан та пуçтарăннă донорсем. Уйрăмах Турхан, Çĕньял, Шăхач ялĕсенче пурăнакан хастарсем пысăк пуçарулăх кăтартнă. Яланхиллех психоневрологи интерначĕн коллективĕн пысăк ушкăнĕ акцие хапăл тунине те ырламалла.
Донорсен списокне тĕпчесен чылайăшĕ ача амăшĕ, çамрăк хĕрсем пулни курăнать. Çак кунхине те вĕсем 44-ăн юн панă. Этемлехĕн вăйлă ушкăнĕнче шутланакан арçынсем вара темшĕн 12-ĕн çеç врач амбулаторине килме мехел çитернĕ. Вĕсен шутĕнче те пĕри ял тăрăх пуçлăхĕ, тепри депутатсен Пухăвĕн председателĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)