01 декабря 2017 г.
Турханти вăтам шкул спортзалĕнче тренер-преподавательсене, спорт мастерĕн кандидатне И. Рыбкина тата Н. Петров спорт мастерне асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ уçă турнирĕ иртрĕ. Çак ятпа унта хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Еремеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Еремеев, Патăрьелĕнчи ФСК "Паттăр" директорĕ А. Моисеев саламларĕç. Турнира Чăваш Республикинчи физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В. Семенов, И. Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн физкультура кафедрин аслă преподавателĕ, Раççей спорт мастерĕ С. Семенов, Иван Антоновичăн мăшăрĕ А. Рыбкина, Н. Петровăн тăванĕ- сем, вĕсен вĕренекенĕсем - И. Фомин, И. Кузьмин, Н. Махмутов тата ыттисем те килни сум кỹчех.
Ăмăртусене тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем хутшăнчĕç. Çакнашкал турнир маларах та пулнăччĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Журавлев, Р. Вахитов, А. Цветков, Пăлапуç Пашьелĕн-чи Е. Шайманов, Е. Смирнов, М. Ерофеев, Хирти Пикшикри М. Сурнаев, А. Калмыков, Патăрьелĕнчи Ш. Вахитов, Ыхра Çырминчи Ш. Вахитов, Первомайскинчи М. Молочников, Тутар Сăкăтĕнчи Э. Куликов пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Иван Антонович спорт ветеранĕ, тренер, кĕрешỹçĕ ячĕпе районти спорт аталанăвĕ тỹр-ремĕнех çыхăннă. Ялти шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ушкăнне йĕркеленĕ. Унта пиçĕхнисенчен чылайăшĕ спорт мастерĕн, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă. Вăл шутра - Н. Махмутов, В. Осипов, В. Павлов, Николайпа Владимир Петровсем, Ф. Васильев тата ыттисем те пур.
Ăста спортсмен, талантлă йĕркелỹçĕ, пуçаруллă тренер 60 çул ытла пурăнса мĕн виличченех спорта парăннă, хăйĕн ăсталăхне ыттисене панă. Иван Антонович питех те сăпайлă пулнă, ял халăхĕ хисепленĕ ăна.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)