28 ноября 2017 г.
Искусство каçалăкĕнче тĕнче шайĕнче çăлтăрла çиçекен чаплă ỹнерçĕ-ентешĕмĕрĕн - Алексей Кокелĕн- творчестви пирки юлашки çулсенче ытларах та ытларах калаçатпăр çеç мар, унăн пĕчĕк çĕршывĕнче профессилле сăрă ăстисемпе тĕнче шайĕнчи пленэр йĕркелесси те йăлана кĕчĕ. Çавăнпа пĕрлех республикăн тĕп хулинче те чăваш ỹнерçисенчен академи пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш çынна хисеп туса тĕрлĕрен курав, тĕл пулу йĕркелеççĕ. Çак кунсенче çеç, акă, Чăваш наци музейĕнче А. Кокелĕн "Чайнăйра" картини (авторăн конкурслă, дипломлă ĕçĕ шутланнă) кун çути курнăранпа 105 çул çитнине халалласа курав йĕркеленĕ. Унта Турхан шкулĕнче вĕренекен хастарсем те хутшăннă. Çамрăк сăрă ăстисем уявра художниксемпе тĕл пулнă, картинăсемпе паллашнă, "Кокель" поэма сыпăкĕсене вуланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)