14 ноября 2017 г.
Районта уявсене çỹллĕ шайра йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ те нумайăшĕн асĕнче чылайлăха асра юласса шанас килет.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ умне те çак мероприятие халалласа питĕ хитре илемлетнĕ. Улăмсен тăваткал, çаврака тюкĕсенчен ăсталанă тракторпа прицепĕ, пурне те ăшшăн кĕтсе илекен чăваш наци тумне тăхăннă хĕрпе каччă (вĕсем те улăмранах), кавăнсенчен тунă вазăсене лартнă куçа илĕртекен чечексем _ пурте-пурте уява хăйне майлă сĕм кĕртрĕç. Мероприятие хутшăнакансем культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче йĕркеленĕ куравпа та кăмăллă юлчĕç. Кунта районти тирпейлекен промышленность кăларакан продукцисемпе те, хиртен пухса кĕртнĕ пахча çимĕçпе те паллашма май пулчĕ.
Пайланă савăнăç пысăкрах
Культурăпа кану центрĕнче тĕп уяв пуçланиччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Тури Тăрмăшĕнче пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайларĕç. Çак пĕчĕк ялти Кутузов урамĕпе кĕрлĕ-çурлă кĕрсе тухма та май пулман. Техника пута-пута ларнăран лавккара ĕçлекенсем таварсене алă вĕççĕн йăтнă. Васкавлă пулăшу килсен те нушаланма тивнĕ. Май уйăхĕнче "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарасси" программăпа "Шыгырданы" пĕрлешỹ строителĕсем çула юсама пуçласан кашнийĕ чун-чĕререн савăннă. Асфальтпа халь çулталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те пушмакпах çỹреме май пур. Ял çыннисем çакăншăн ЧР Пуçлăхне М. Игнатьева, ЧР Министрсен Кабинетне, район администрацийĕн пуçлăхне Р. Селиванова чун-чĕререн тав турĕç.
Выльăха пусса тирпейлекен пунктсем пирĕн районта хутшăнсах пыраççĕ. Шăнкăртамра кăна вĕсем çиччĕ! Шăпах çиччĕмĕшне, Д. Земдиханов "Сменăра 10-15 пуç выльăх пусса тирпейлекен пункт тăвасси" инвестици проекчĕпе тунăскере, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов уçма хутшăнчĕç.
Кĕçĕн Патăрьелĕнчи А. Лялькин фермершăн та Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ йĕрсĕр иртмерĕ. Анатолий Петрович кăçал патшалăх çемье ферми уçма паракан гранта çĕнсе илнĕ. Вăл унпа унччен сысна ферми пулнă витене реконструкцилесе çамрăк выльăха самăртма тĕллев лартнăччĕ. Фермер шухăшланине пурнăçланă. Унчченхи хуралтăпа хальхи çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна. Пăрусене ỹстерме, ỹт хуштарма пĕтĕм услови пур. Çакна хăнасем те, АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем те палăртрĕç.
Тухăç кăмăла çĕклет
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ уява ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность организаци-предприяти, фермер хуçалăх ертỹçисемпе тĕп специалистсем, çак сферăра чылай çул вăй хуракансем тата тивĕçлĕ канăва кайнисем хутшăнчĕç. Залра пĕр пушă вырăн та çукчĕ. Мероприятие район пуçлăхĕ М. Петров уçрĕ. Хиртен тыр-пула, пахча çимĕçе вăхăтра пухса кĕртни пурте пĕрле килĕштерсе ĕçленипе пулнине каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов уявпа саламланă май Юхмапа Пăла тăрăхĕ 26 пин ытла çын пурăнакан муниципаллă районсем хушшинче ирттернĕ ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕнче республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннине, çак хисепе тивĕçнинче АПК ветеранĕсен тỹпи те пысăккине, вĕсен опычĕ, канашĕсем шăпах çитĕнỹсем тума пулăшнине пĕлтерчĕ. Мускавра иртекен "Ылтăн кĕркунне" куравран пĕлтĕр _ икĕ, кăçал ултă медальпе таврăннине асăнчĕ. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшнăшăн ял хуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе ЧР Пуçлăхне, Министрсен Кабинетне тата ыттисене те тав турĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов ЧР Пуçлăхĕн саламне халăх патне çитернĕ хыççăн республикăри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Тыр-пул тухăçĕ юлашки 20 çулта чи пысăкки пулнă, çакăнта вара Патăрьелсен те тỹпи пуррине палăртрĕ. Район çыннисем чăннипех те çу каçа тăрăшса вăй хунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тунă доклад та çакнах çирĕплетрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен 6,7 пин тонна ытларах, 46 пин тонна пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç 13,2 пин тонна е иртнĕ çулхинчен 2,7 пин тонна нумайрах пуçтарса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнỹсем пур. Паллах, кунта патшалăх паракан пулăшăвăн витĕмĕ те пысăк. Çулталăк пуçланнăранпа федераци, республика тата район хыснинчен ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене 154 млн тенкĕ субсиди кĕнĕ. Çакă иртнĕ çулхинчен 21 млн тенкĕ нумайрах. Çавăн пекех фермерсем "Фермер ĕçне пуçăнакан" тата "Çемье ферми" программăсене хастар хутшăнни те кăтартусене витĕм кỹрет.
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕпе Улатăр-Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй Троица чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, ЧР Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов та саламларĕç. Пухса кĕртнĕ çимĕçе çиме сывлăх сунчĕç.
Уявра ĕçре палăрнисем Раççей, республика тата район шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене илчĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)