Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăличченех тунсăхлама пуçланă

21 июля 2017 г.

Патăрьел районĕнчи Турхан ял Раççейпе Украина, çавăн пекех ытти çĕршыв ỹнерçисен çуллен тĕл пулмалли вырăнĕ пулса тăчĕ.Мĕншĕн шăпах Турхан-ха. Сăлтавĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ, кунта пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тата Украинăшăн сумлă çын - Алексей Кокель художник - кун çути курнă.Ун умĕнче пуç тайса 2007 çулта икĕ çĕршыв ỹнерçисем культура проекчĕ хатĕрлерĕç, вăл халĕ те тăсăлать. Çак тапхăрта унта 118 художник хутшăннă, вĕсем 1000 ытла картина ỹкернĕ. Кăçалхи вун пĕрмĕш пленэра инçетри Украинăран, Беларуçран тата Раççей регионĕсенчен 12 художник килчĕ. Вунă кун сисĕнмесĕрех иртрĕ. Алла киçтĕк тытнисĕр пуçне сăрă ăстисем Патăрьелти искусство шкулĕнче вĕренекенсем, университет студенчĕсем валли ăсталăх класĕсем ирттернĕ.Пурнăçланă ĕçĕсемпе халăха паллаштармалли тата пленэрпа сыв пуллашмалли самант та çитрĕ.Ĕнер Чăваш патшалăх ỹнер музейĕн тĕп залĕнче пленэр-симпозиум вăхăтĕнче пурнăçланă картинăсен куравĕ уçăлчĕ. Музей директорĕ Геннадий Козлов, ỹнерçĕсен çĕнĕ ĕçĕсем музее чăннипех çĕнĕ сывлăш илсе килнине, çулран çул вăй илсе пыракан проект пĕлтерĕшĕ ỹссе пынине, кураври произведенисем пултаруллă ỹнерçĕн Алексей Кокелĕн картинисемпе юнашар тата та илĕртỹллĕрех курăннине палăртрĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов чун илемĕн ăстисене саламланă май çак шухăша пĕлтерчĕ,

- Кокель ятне асра тытни, унăн пархатарлă ĕçне малалла тăсни сирĕн ят-сумăра та, пултарулăхăра та ỹстерме пулăшĕ, унтан та ытларах – халăхсене, вĕсен культурисене çывăхланма, пĕр-пĕрне ăнланма.

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин

председателĕ Лев Кураков пленэр йĕркеленнĕ çулсене аса илчĕĕ «Йывăрлăхсем, пысăк чăрмавсем те пулнă çав çул çинче, анчах малаллах талпăннă. Паян Кокель ячĕллĕ пленэр çинчен республика ертỹлĕхĕ пĕлет кăна мар, ăна йĕркелеме те пулăшать, художниксене ĕçлеме майсем туса парать», - терĕ .

Çак шухăша пленэр координаторĕ Владимир Васильев та, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев та,  Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев та, ыттисем те палăртрĕç. Константин Геннадиевич çитес çулсенче Турхан ỹнер енĕпе хăйне евĕрлĕ пултарулăх утравĕ пулса тăрасса шантарчĕ. Алексей Кокель çуртне реконструкци тума укçа уйăрнине пĕлтерчĕ, пленэр йĕркелỹçисем тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕт – ялта картина галерейи уçасси - пурнăçланассине систерчĕ.

Пленэра хутшăннă ỹнерçĕсем те – Беларуçри Художниксен союзĕн Гродно облаçĕнчи организацийĕн председателĕ Николай Бондарчук, Украинăри художниксен наци союзĕн членĕ, Художниксен Чугуеври пĕрлĕхĕн председателĕ Сергей Качин, Раççей тава тивĕçлĕ, Тутарстан халăх художникĕ Зуфар Гимаев, ыттисем - сăмах илчĕç.

Куравпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашрĕ.

Надежда СМИРНОВА

ШУХĂШСЕМ

Зуфар ГИМАЕВ: Раççей тава тивĕçлĕ, Тутарстан халăх художникĕ,

- Кокель ячĕллĕ пленэр маншăн çветтуй пулăм вырăнĕнчеĕ Пиллĕкмĕш хут килтĕм Турхана. Художниксем шỹтлесе çапла та ыйтаççĕ, «Мĕн тупнă эсĕ кунта.» «Кунта - философи чулĕ пытаннă.Çавă илĕртет»,- тетĕп.Чăннипех çапла пулĕ.

Рамиль МИГРАНОВ:Пушкăртстан Художниксен союзĕн членĕ,

- Çак пленэрта пĕлтĕр те пултăм, Республикăна таврăнсан курав ирттертĕм, Турханти ĕçсене те тăратрăм. Куракансем çеç маар, ĕçтешсем те питĕ кăсăкланчĕç вĕсемпе. Чăвашра пурнăçланă картинăсем чĕрĕлĕхпе уйрăлса тăраççĕ-мĕн. Ман хыççăн Турхана куç хывнисем татах пулчĕç. Сыв пуллашмалли вăхăт çитрĕ. Эпĕ вара тунсăхлама пуçларăм та.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика