21 июля 2017 г.
Интервью
Староста _ общество пурнăçĕнче влаç органĕпе халăх интересĕсене çыхăнтарса тăраканни. Чылай чухне тỹлевсĕр "ĕçе кỹлĕннĕ" çын пысăк хастар, лидер. Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах староста пур. Чун туртăмĕпе, тăрăшса, хавхаланса ĕçлекеннисене вара алăри пỹрнепе те шутласа тухма пулать. Вĕсенчен пĕри _ Упамсари Игорь Петрович Вавилов. Паян эпир хаçат тĕпелĕн хăнипе халăх умĕнчи тивĕçне мĕнле пурнăçлани, тăван ял аталанăвĕшĕн вырăнти влаç органĕпе, ял-йышпа пĕр сăмахра пулса тăрăшни тата ытти ыйту тавра калаçу пуçартăмăр.
_ Игорь Петрович, килĕшỹллĕ кĕтỹре кашкăр та хăрушă мар, теççĕ. Эсир тăван Упамсашăн староста пуличчен те сахал мар ĕç тунă. Пилĕк çул каялла çак обществăлла ĕçе хăвăр çине илме шикленмерĕр-и? Кирек мĕн каласан та, паян кашни çемьене юрама, влаçрисемпе килĕштерсе ĕçлеме çăмăл мар-çке.
_ Ун пирки шухăшлама та пĕлмерĕм. Халăх кашнине çак яваплăха шанаймасть-çке. Эпĕ ватти-вĕттипе пĕр чĕлхе тупнине, çынсене ырă тума, пулăшма тăрăшнине, ял сăн-сăпатне улăштарма пултарнине шанчĕç пулĕ. Тĕрĕссипе каласан, обществăлла ĕç манăн чун туртăмĕ, хобби те пулĕ...
_ Паян 150 хуçалăхлă ялта шкул-садпа ял клубĕ, магазин, фельдшер пункчĕсĕр пуçне çынсене ĕçе вырнаçмалли ытти объектсем çук. Çапах та Упамсасем "упаленмеççĕ", нăйкăшмаççĕ: кил-çуртне çĕнетеççĕ, çăмăллатнă кредитпа хушма хуçалăхне аталантараççĕ, ывăл-хĕрне пил параççĕ, ачисене аслă шкулта вĕрентеççĕ тата ытти. Çав вăхăтрах эсир ертсе пынипе яла тирпей-илем кĕртетĕр, пĕвесем чаватăр, урамсене халăх вăйĕпе çул саратăр, палăксене юсатăр, ирĕклĕ пушар дружинине те тытса тăратăр... Ыркăмăллăхпа, нимелле часовня таранчченех хăпартма пултаратăр. Çавăн пек мехел çитсе пынине ял старости мĕнпе çыхăнтарать-ши?
_ Чăн малтанах Упамсасен ĕçченлĕхĕпе, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлнипе, пулăшма тăрăшнипе çыхăнтаратăп. Пирĕн халăх патне кирек мĕнле ыйтупа та тухма пулать. Ял илемĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн пурте пĕр çын пек кар тăнăран манăн та хамăн тивĕçĕме тата лайăхрах пурнăçлас, хастарлăха ытларах ỹстерес килет.
_ Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çапла пулма сирĕн тепĕр сăлтав та пур. Эсир _ Упамса ял тăрăх депутачĕ те. Пĕр ĕнсе çинчех икĕ "хăмăт" пулни сирĕн ĕçре чăрмантармасть-и?
_ Пачах та çук. Пĕр тивĕçĕ теприне пулăшса пынине вара лайăх туятăп. Мĕншĕн тесен кирек мĕнле ыйтăва пурнăçа кĕртме те чăн малтан вырăнти влаçпа калаçса килĕшмелле. Эпĕ депутат шайĕпе проблемăна татни староста тивĕçне çăмăллатать çеç. Çавăнпа та мана ял çыннипе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме ансат. Тĕрĕссипе каласан, атте лесникре ĕçленĕ чухнех (йывăр тăпри çăмăл пултăр) манăн ял çыннисемпе çыхăну лайăхчĕ. Хăй те хастар пулнăран вăл яланах вĕсемпе хутшăнса ĕçлеттерме тăрăшатчĕ. Вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнăран, чупса çỹресе ĕçлесси хама та кăсăклăччĕ. Тепĕр чухне ун ыйтăвĕпе ял йĕри-тавра кунне виçĕ хутчен те çаврăннă. Тавах ăна ял-йыша сумлама вĕрентнĕшĕн, ал-урана ĕçпе пиçĕхтернĕшĕн.
_ Ĕçлесе тăкнă тар çĕр суранне тỹрлетет тесшĕн ĕнтĕ эсир?..
_ Хирĕçлеместĕп. Çавăнпа та мăшăрăмпа, Ирина Александровнăпа, çитĕнтерекен виçĕ ача та хамăртан ырă тĕслĕх илсе ỹсчĕр тесе тăрăшатпăр. Хушма хуçалăхĕ пирĕн пĕчĕк мар: 5-6 сăвăнакан ĕне, 10 пăру, ытти выльăхĕсем те çителĕклĕ. Виçĕ гектарта çитĕнекен курăка пăхса, çулса тирпейлеме икĕ трактор та пур. Урăхла каласан, çуллахи вăхăтра ачасем те хамăрпа юнашарах хирте тăрăшаççĕ, утă тăваççĕ, çумкурăка тасатаççĕ.
_ Игорь Петрович, вăхăтĕнче эсир хуçалăхра инженерта та, шкулта завхозра та тăрăшнă. Халь сезонлă вăхăтра газооператор тивĕçне пурнăçлатăр. Хăвăр калашле, çулла ырми-канми, татти-сыпписĕр ĕçлесен те пушă вăхăт тупăнатех. Ун пек чухне алă ытларах мĕн патне пырать-ши?
_Чун валли ирĕклĕ вăхăт тупăнсан (шел, вăл час-часах пулмасть) вăрманти чи хитре вырăнсенче шухăшăмпа, ĕмĕтĕмпе пĕччене-пĕччен юлма кăмăллатăп. Шăпах çавăн чухне Упамса малашлăхĕ, çемьере пурнăçламалли ĕçсем пирки плансем тăватăп. Манăн пурнăç тĕллевĕ те çавăн пек: туман тихан пилĕкне нихăçан та хуçмалла мар. Конкретлă ĕç, çирĕп тĕллев пулсан халăхпа çыхăну пулатех.
_ Тавах сире уçă калаçушăн. Малашнехи пурнăçра ăнăçу та çитĕнỹ çеç сунатăп.
Калаçăва Альбина ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)