Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Осипов: "Сăмах тытакансене хисеплетĕп"

11 июля 2017 г.

Район çыннисем çĕрпе ĕçлеме, пахча-çимĕç туса илме тахçанах вĕренсе çитнĕ. Ялсенче нумайăшĕ гектарĕ-гектарĕпе сухан вăрлăхĕ, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ỹстереççĕ. Çитĕнтерме çитĕнтереççĕ-ха, анчах продукцие ăçта вырнаçтармалла? Çак ыйту халăха яланах пăшăрхантарнă. Ирĕксĕрех йỹнĕ хакпах çу каçа тарпа шăварнă çимĕçе инçетрен килнĕ "хурисене" парса яма тивнĕ. Çакă республикăра тымар çимĕçе тирпейлекен промышленность çителĕксĕррипе те çыхăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче, тĕслĕхрен, кăçалччен пĕрре те çукчĕ. Пăр вырăнтан тапранчĕ тесе калас килет халь Шăхачра Турхан çынни А. Осипов пахча çимĕçе тураса типĕтекен цех уçнине шута илсе.

Укçа чул кастарать

Турханти Алексадр Осипов шкул пĕтерсенех Мускава çул тытнă. Вăл хаклă купюрăсене Мускавра арматура çыхса ĕçлесе илнĕ. Малтанласа ахаль рабочинче ĕçленĕ, каярах тăрăшулăхне кура звеньевоя, бригадира лартнă.

_ Пире Мускавра никам та кĕтсе тăман, пулăшу паракан, хута кĕрекен пулман. Эпир юлташсемпе хамăра хамăр кăна шаннă, çавăнпах ĕнтĕ кашни ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнă та... Панă сăмаха яланах çирĕп тытнă. Паян мана унти хăнăхусем чылай пулăшаççĕ. Тăван тăрăхран инçетре пулни вара яланах пăшăрхантаратчĕ. Киле çулталăкне 4-5 хутчен çеç килсе каяттăм. Тар тăкса илнĕ укçан çурри тенĕ пек хуларах пĕтсе пыратчĕ: хваттершĕн тỹлемелле, апат çимелле... "Ялта нимле ĕç те тупма май çук-шим?" текен шухăш юлашки çулсенче пуçа час-часах пырса кĕретчĕ, _ терĕ калаçу сыпăннă май А. Осипов. Шупашкарта шиномонтаж та уçса пăхнă. Паян вĕсем кашни утăмра тенĕ пек, çавăнпа та ăна тупăшĕ çукран хупма тивнĕ. Тата ĕçĕ те кăмăла каяканниех пулман.

Тус пулсан мул та пур

Ăслă-ăслă шухăшсем кĕтмен çĕртен ăса килеççĕ, теççĕ. Менделеев та хими элеменчĕсен таблицине тĕлĕкĕнче курнă текен сас-хура пур. Александр Николаевича та ăнсăртран, кухньăра, яшка вĕренĕ чухне, сухан-кишĕр типĕтекен цех уçасси пырса кĕнĕ. Васканă е тымар çимĕçе шуратас килмен чухне унпа усă курма питĕ аван-çке! Тỹрех Интернета кĕрсе кайнă та çакăн пирки шырама, станоксен хакĕсемпе интересленме пикеннĕ. Республикăра та вăй хуракансем сахаллине шута илсе çанă тавăрсах ĕçе пуçăннă. Мускавра пĕрле тар тăкнă тата ялти юлташĕсем _ Петр Перлов, Александр Салмин, Александр Лещев тата ыттисем те _ унăн шухăшне ырланă, пулăшма шантарнă. Вĕсем панă сăмаха тытнă.

Райадминистраци алă тăснă

Ĕмĕтне пурнăçлас тесе А. Осипов Турхан çывăхĕнчи ялсенче объект шырама пуçланă. Çамрăка пĕр çĕрте шанмасăртарах пăхнă, тепринче хăйне килĕшекен хуралтă пулман. Çапла чылай çĕрте пăхкаласа çỹренĕ хыççăн Шăхачри унчченхи пахча-çимĕç хранилищи шăпах цех уçма меллĕ пек туйăннă: çул хĕрринче, ватса çĕмĕрсе пĕтермен...

_ Цех уçасси пирки кампа канашламалла? Мĕнрен пуçăнмалла? Çак ыйтусемпе пуçа аванах ватрăм. Пĕррехинче вара район администрацине çитсе хамăн ĕмĕтсемпе паллаштарма шут тытрăм. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Леонид Кузнецовпа чылайччен калаçрăмăр, вăл ман шухăша ырларĕ. Тепĕр куннех хăй те Шăхача çитрĕ, ырă сĕнỹсем нумай пачĕ. Çакăн хыççăн хавхаланса ĕçе пикентĕм, _ иртнине аса илчĕ кăмăллăн А. Осипов.

Турханти вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ, выляса ỹснĕ тантăшĕсемпе йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, территорине тасатса тирпейленĕ. Юмахра кăна вăл пурте хăвăрт пулать, пурнăçра вара урăхларах _ йывăрлăхĕсем те, çитменлĕхĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Владимир облаçĕнчен, Екатеринбургран, Пензăран оборудованисем турттарса килнĕ. Вĕсене вырнаçтарнă хыççăн цехра ĕç шавĕ кĕрлесе кайнă. Уйăхра кунта 120 тонна продукци хатĕрлесе кăлараяççĕ. Типĕтнĕ çимĕçе Александрăн юлташех Волгоград облаçне ăсатать.

Ĕç кал-кал пытăр тесен кашни вак-тĕвеке шута илмелле. Хальлĕхе кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре, сухана ют регионсенчен турттараççĕ. Вырăнта туса илме май пур япаласене мĕншĕн ытти çĕртен илсе килмелле-ха? Вĕсене ял çыннисенченех туянса хĕл каçарма та пулать, анчах складсем кирлĕ. Çак шухăшпа цех çывăхĕнчи пĕр хуралтăна А. Осипов туянма шут тытнă, халиччен никама та кирлĕ пулманскере урăххисем куç хывнă. Пушă выртакан çĕрсене (вĕсенче кишĕр çитĕнтерме палăртнă. _ Авт.) регистрацилеме пуçăнсан хуçисем тупăннă. Кĕвĕçỹ е ăмсану темелле-ши çакна?

Ялта çерçи выçă вилмест тени тĕрĕсех. А. Осипова та ăнланакансем тупăннă, хăйсен килĕсенчи кĕлечĕсемпе вăхăтлăха усă курма ирĕк панă.

Утакан малалла каять

_ Эсир Мускавран тăван тăрăха таврăннине ялтах пурăнас килнипе çыхăнтаратăр. Тен, тата урăх сăлтав та пулнă? _ ыйтрăм А. Осиповран.

_ Паян ялти вăй питти арçынсем тĕрлĕ хулана шапаша çỹреççĕ, иртĕнесси те, çемье арканасси те çакăнтах. Предприятисем уçни пурне те вырăнтах вăй хума, çĕрпе усă курма, тупăш кĕртме май туса парасса шанатăп. Паян цехра пĕр сменăпа кăна тăрăшаççĕ, станок-конвеер туянсан икĕ смена йĕркелеме палăртнă", _ терĕ Александр Николаевич.

Районта пултаруллă та маттур çынсем пурри, вĕсем халăха валли ĕç вырăнĕсем туса пама тăрăшни питĕ савăнтарать, вĕсене ăнăçу кăна сунас килет.

О. ПАВЛОВА.

Шухăш

Андрей Забегаев, пахча-çимĕç типĕтекен цехра ĕçлекен:

"Ялта вăй хумалли вырăн çуккипе эпĕ унчен Мускавра тăрăшнă. Пĕр класра вĕреннĕ Саша сухан, кишĕр, чĕкĕнтĕр типĕтекен цех уçма шухăшланине, ĕçлекенсем шыранине пĕлтерсен савăнсах ун патне килтĕм. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Шалу вăхăтра тỹлет, йывăр тесе те калас килмест. Чи пахи _ çемьепе пĕрле пулни".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика