07 июля 2017 г.
Чăваш Республики Пуçлăхĕн 2017 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшỹллĕн çемье йăлисене çирĕп- летессипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн республикăри 17 çемьене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа наградăланă. Вăл йышра пирĕн районти Упамса ялĕнчи Виталий Степановичпа Александра Петровна Леонтьевсем те пур.
Ачалăхĕ çăмăл иртмен мăшăрăн. Виталий Степанович йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Каярахпа хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăл ертсе пынипе 1986 çулта карусель ăсталанă. Ачасен илĕртмĕшĕ паянхи кун та ĕçлет. "Кооперативăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" чăннипех те ăста алăллă маçтăр.
Александра Петровна вара дояркăра ĕçленĕ.
Леонтьевсен çемйи пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Хăйсен тăрăшулăхĕпе вĕсем "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Паянхи кун та алă усса лармаççĕ. Пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Пушă вăхăтра вара хăваран тĕрлĕ япала ăсталаççĕ.
Пилĕк чипер хĕр çитĕн-тернĕ мăшăр. Лена хуçалăхра дояркăра, каярахпа осеменаторта ĕçлесе ра- йонта "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята тивĕçнĕ. Лида _ повар. Мария çĕвĕçре тăрăшнă. Тамара предпринимательте, Венера медсестрара вăй хураççĕ.
Леонтьевсен 10 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук. Вĕсемпе савăнса пурăнмалăх пурах.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)