30 июня 2017 г.
Çывăх вăхăтра, тĕрĕсрех каласан, июлĕн 10 _ 21-мĕшĕсенче тĕнче шайĕнче чапа тухнă пирĕн ăста ỹнерçĕ, талантлă та паллă педагог Алексей Кокель çуралнă ялта профессилле сăрă ăстисем черетлĕ пленэра пуçтарăнма хатĕрленеççĕ. Куç шайĕпе виçейми тавралăх илемне пир татăкĕ çине куçаракан художниксене Турхансем кăçалхипе вун пĕрмĕш хут йышăнма хатĕрленеççĕ. Пленэр-симпозиума йĕркелекенсем _ Республикăри Культура министерстви, район администрацийĕ, Раççейри ỹнер академийĕ, республикăри художниксен регионти уйрăмĕ. Кăçалхи культура проектĕнче те халăхсен туслă çыхăнăвне çутатассипе, тĕн йăли-йĕркине ламран-лама куçарассипе çыхăннă творчество ĕçĕсем чылай пулĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)