Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăстаран ĕç хăрать

30 июня 2017 г.

 Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет

Ĕç çынна илем кỹрет

Ĕç этеме чапа кăларать

(Ваттисен сăмахĕсем)

Турханти психоневрологи интернатне пырса çитсенех тавралăхри илем куçа тирĕнет. Çулсем хĕррипе çеçке çурма хатĕрленнĕ тĕрлĕ чечек ỹсет. Панулми йывăççисем те, чие тĕмĕсем те çимĕçпе савăнтарма хатĕрленеççĕ. Тирпейлĕ йăрансем çинче кишĕр, купăста, сухан, укроп, петрушка, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кабачки, кавăн çитĕнеççĕ.

Парникĕ те пĕчĕкскерех мар. Унта хăяр, помидор çитĕнет. Вĕсен çимĕçĕсене апрельтенпех çиеççĕ.

Çакăнтах куçа йăмăхтаракан хĕрлĕ, кĕрен... тĕслĕ роза, ытти тĕрлĕ çеçки кăмăла çĕклет. Пĕри-пĕри ал чăмăрĕ пысăкăш!

Хуçалăх ĕçĕсем ытларах Г. Салмин çине тиенеççĕ. Ахальтен мар ăна кăçалхи районта ирттернĕ Акатуй-сабантуйра професси енĕпе социаллă ĕçченсем хушшинче чи маттурри тесе палăртрĕç.

_ Ĕçри яваплăхне çирĕп туять. Авторитетлă. Ытти ĕçченсене пахча-çимĕç ỹстерес ĕçе кăмăлтан явăçтарма пултарать,_ терĕ интернат директорĕ А. Бабаев Геннадий Алексеевич пирки сăмах хускатсан.

Ултă пĕр тăванран иккĕшĕ тăван яла юлма кăмăл тунă Салминсем. Людмила Алексеевнăпа Алексей Алексеевич Патăрьелĕнче тымар янă. Александра Пăрачкавра, Валя Мускавра тĕпленнĕ. Хула пурнăçĕ кĕçĕннине те илĕртнĕ. Анчах ашшĕпе амăшĕ ăна тĕпе хăварма кăмăл тунă. Вĕсен сăмахĕнчен иртейменех Геннадий Алексеевич. Пĕр сăмахра шăкăлтатса пурăнакан мăшăрĕ çумра, куллен утма юратнă ĕçĕ пур, тус-юлташ сахал мар. Кунтан ытла тата мĕн кирлĕ? Хĕрĕсем ỹссе çитĕннĕ. Иккĕшĕ те çунат хушса вĕçнĕ. Таня кукашшĕпе кукамăшне икĕ мăнукпа савăнтарнă.

Иртеç кунсем, иртеç çулсем... Ял ватăлса пыни пирки пăшăрханать ĕç хастарĕ. Унччен шкула 700-е яхăн ача çỹренĕ пулсан, халĕ 200 ытла çеç. Вăхăтĕнче ялта пилĕк кĕтỹ тухнă, паян иккĕ.

Каçсерен вăййа та тухнă çак ỹсĕмрисем, каланккă хутса ăшăтакан клубра юрланă, ташланă. Пĕринчен тепри пуçаруллăрах пулнă. Çавăнпа иртсе кайнă çамрăклăхăн хаваслă вăхăчĕсем яланлăхах асра юлнă.

Алла аттестат илнĕ хыççăн Г. Салмин Вăрнарти совхоз-техникумра пĕлỹ пухнă. Унтан салтака кайса килнĕ. Вара яла таврăнса ĕçе кỹлĕннĕ. Зоотехникра чухне хăйĕн пĕлĕвне аслă шкулта малалла тăснă. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерессипе тимлесе ĕçленĕ специалист. Тăрăшулăхне кура ăна ял халăхĕ хуçалăх ертỹçине суйланă.

Каярахпа психоневрологи интернатне ĕçлеме куçнă. Çавăнпа пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ те ăна. Çынра çынлăх пуррине кураççĕ. Кирек хăçан та кирек кама та пулăшма хатĕр вăл, пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă.

Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çывхарса пырать пулин те уттипе вашават, ĕçĕпе вăр-вар Геннадий Алексеевич. ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕ- шỹллĕн "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçме ĕç стажĕ те çитет. Унсăр пуçне район администрацийĕн, республикăри министерствăсен, Раççей Федерацийĕнчи Ĕç министерствин Хисеп грамотисем те пур.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика