16 июня 2017 г.
Патăрьел районĕнчи «Чăваш АССРĕн хисеплĕ механизаторĕ» ята 1964 çулта тивĕçнĕ Василий Осипов хресчен-фермер хуçалăхне нумаях пулмасть икĕсленĕ. Ăна йĕркелекенни Василий Алексеевич мăнукĕ — Мускав хулипе облаçĕнчи стройкăсенче 7 çул ĕçленĕ хыççăн туй кĕрлеттерсе Турхан ялĕнче тĕпленнĕ Александр Николаевич Осипов.
Вăл ертсе пыракан çамрăксем çĕнĕ хуçалăха аталантарассишĕн епле вăй хураççĕ тата вĕсен тĕллевĕсем мĕнле? Çак тата ытти ыйтусен хуравне Александр Осиповпа пĕрле шырарăмăр.
Тăван ял туртăмĕ
— Хуçалăха аслаçу ятне пани ахальтен мар-тăр.
— Паллах. Василий Алексеевич нумай çул «Россия» колхоз тракторисчĕ, комбайнерĕ пулнă, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме хастар хутшăннă, хуçалăх кассинче укçа ытларах пухассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăл колхозниксен пурнăçне лайăхлатассишĕн пысăк тÿпе хывнине шута илсе ХФХна асатте ятне патăмăр.
— Хăвăн çине пысăк яваплăх илме мĕнле хăрамарăн? Районĕпе чапа тухнă механизатор ялавне алăран ÿкересрен хăрамастăн-и?
— Хам уйрăм предприниматель пулнă чухне те, ХФХ пуçарас шухăш пуçра тĕвĕленнĕ кунсенче те чун-чĕрере иккĕленÿ туйăмĕ тамалмарĕ. Асатте, атте Николай Васильевич Осипов /паян 40 гектар çинче тракторпа нумай çул çитĕнекен курăк çулать/, Турхан колхозĕн водителĕнче нумай çул ĕçленĕскер, анне Анастасия Николаевна /ял больницин педиатр врачĕн медсестри/, пирĕн тăвансем, Турхан çыннисем ламран лама куçса пынă çĕр çинче тар юхтарса тыр-пул, ытти культурăсем ÿстерсе, вĕсене патшалăха сутса услам туни, «Россия» колхозăн пурлăхпа техника никĕсне хывни, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатни çинчен шухăшласа çÿрерĕм те: «Вĕсем пус çумне пус хушса, пурлăх пухса яла ырлăх кÿнĕ, хуçалăх умĕнчи чăрмавсене сирсе пынă. Пирĕн те ĕçре вĕсем пекех маттур та пултаруллă пулмалла, аслă ăру шанăçне тÿрре кăлармалла!»— терĕм. Вара производство йĕркелес шухăш çирĕпленсех пычĕ.
— Вăтам шкул хыççăн ăçта пĕлÿ илнĕ?
— Шупашкарти строительство техникумĕнче эпĕ маларах, пулас мăшăр — хамăр районти Алманчă ялĕнче çуралса ÿснĕ Люба — каярах ятарлă пĕлÿ илтĕмĕр. Унпа 7 çул пĕрле юратса-килĕштерсе çÿренĕ хыççăн 2015 çулхи çурла уйăхĕнче пĕр çемьене пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне ĕçлеме иксĕмĕр те Мускава кайнă. Люба техникумран вĕренсе тухсан унта ĕçе вырнаçрĕ. Çапах уйрăм пурăнаттăмăр. Атте-анне: «Авланмалла мар-и?» — текелесе систерме тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, тĕнче касса çÿресе хама та йăлăхтарчĕ. Мăшăрланнăранпа тăван килте пурăнатпăр. Пирĕн — ывăл!
— Савелий çуралчĕ. Амăшĕ яланах унпа пĕрле. Куçăн мар майпа экономика факультетĕнче вĕренме, кил хуçалăхĕнче выльăх пăхма вăхăт тупать, çемье валли апат хатĕрлет.
— Мускав укçи «вăрăм», ялта ĕçлесе унта панин çурри чухлĕ те илейместĕн теççĕ. Мĕншĕн инçете çÿреме пăрахрăн?
— Каччă чухне стройкăра 5-6 уйăх пилĕк авнă хыççăн çеç атте- аннене, тăвансене, тус-пĕлĕше курма яла таврăннă. Турханти юлташсемпе, республикăри тĕрлĕ районтан пынă ĕçчен чăвашсемпе пĕрле темиçе монолит çурт /чи çÿлли 27 хутлă, 100 метр çÿллĕш/ хăпартрăмăр. Шартлама сивĕ чухне витĕр касакан çиле, чĕп-чĕр тара ÿкерекен шăрăха чăтса арматура тăрăхĕсене вырнаçтарма, бетон яма çăмăл марччĕ.
Тусĕсемхавхалантараççĕ
— Яланах рабочи пултăр-и?
— Малтан арматура çирĕплетекен, çулталăкран 10-12 рабочирен тăракан звено ертÿçи, каярахпа бригадир пултăм. Юлашки çулсенче объектсене хута ярас тĕлĕшпе строительство ĕçĕсем пурнăçлама хамăра — юлташсен бригадине — шанчĕç.
— Строительство техникумĕ пĕтернĕрен сана çынсене ертсе пыма шаннă. Тĕрĕсех-и?
— Çапла. Анчах ятарлă пĕлÿ илни çеç мар, çар та пулăшрĕ. Малтан Владимир облаçĕнче хĕçпăшалтан пеме 5 уйăх вĕрентрĕç. Хыççăн Ставрополь крайĕнчи Буденновск хулинчи казаксен чаçĕнче хĕсметре тăтăм. Унта бронетехника йышлăччĕ, йĕрке çирĕпчĕ. Командирсем пиртен чăн-чăн салтаксем турĕç. Çынсемпе хутшăнса пухнă опыт стройкăра та кирлĕ пулчĕ.
— Юлташусемпе халĕ мĕнле ĕçлетĕр?
— Пĕр-пĕрне хисеплетпĕр, ачаран пыракан туслăха упратпăр. Ĕçе пикениччен сăмах татнă пекех пулчĕ — ХФХ тĕллевне пурнăçлассишĕн объектра чăмăртанса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр.
— Юлташусем Мускавран пурте таврăнчĕç-и?
— Хăшĕ-пĕри унтах-ха. Петр Перловпа Александр Салмин йĕркеленĕ бригадăсене ĕçлеттереççĕ.
Вĕсемпе час-часах тĕл пулатпăр, пĕр-пĕрин ĕç-хĕлĕпе паллашатпăр. Хальлĕхе тин çеç ура çине тăнă хуçалăхăн укçа çаврăнăшĕ пысăк мар. Çакна вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Мускав хакĕсемпе килĕшÿ туса объектсене ĕçе кĕртекенскерсем тепĕр чухне пире укçа кивçен парса пулăшаççĕ.
— Халĕ Шăхач ялĕн пуçĕнче, тахçан йĕтем пулнă вырăнта, тăратпăр. Пирĕн умра — нумай тонна пахча çимĕç кĕрекен склад, 1989 çулта хута янăскер. Тимĕр-бетон плитасенчен хăпартнăскер çирĕп-ха. Шалта — хĕрлĕ кăшман куписем. Кунта мĕнле производство?
— Кăшмана çуса, хуппине сÿсе, тураса сушилкăра типĕтетпĕр, полиэтилен хутаçсене тултаратпăр, республика тулашне сутатпăр. Цех 400 тăваткал метр ытла лаптăк йышăнать, объект 30 гектар çĕр çинче вырнаçнă. Çурла уйăхĕнче кишĕрпе сухан та тирпейлеме пуçлăпăр.
— Кунта миçе сушилка?
— Виççĕ. Тата иккĕ лартасшăн. Ку уйăхăн 7-мĕшĕнче Тутарстанран 20 тонна хĕрлĕ кăшман илсе килчĕç. Ăна 10 кун хушшинче тирпейлесе пĕтертĕмĕр. Лайăххине, сивĕ путвалта хĕл каçарнине татах йышăнма хатĕр. Кăчăртатса тăраканнине, кассан кăшман шывĕ юхаканнине çеç илетпĕр. Райадминистраци те пулăшнă
— Ял çыннисенчен туянатăр-и?
— Вĕсенчен çеç мар. Республика тулашĕнчен килсе пуçтаракансем шултрине çеç илсе каяççĕ. Эпир вĕттине те йышăнатпăр. Пахча çимĕç çитĕнтерекенсемпе хак пирки калаçса татăлатпăр та —турттарса килеççĕ. Кăçал вăл лайăх пуласса шанатпăр. Ăна вырнаçтарма çынсене пулăшас килет. Пирĕн продукци общество апатланăвĕн предприятийĕсене те кирлĕ. Тасатса, типĕтсе хатĕрленĕ пахча çимĕç кафе- столовăйра апатланакансен ыйтăвне хăвăртрах тивĕçтерме май парать. Пирĕн продукцие борща тин кăна тураса янă хĕрлĕ кăшманран уйăраймастăн. Мана Турханта е цехра яланах тупма пулать.
— Продукцие вырнаçтарас ыйту тухса тăмасть-и?
— Курттăммăн сутатпăр. Автомашинăсемпе килсех туянаççĕ.Саккасçăсемпе çыхăнма шанчăклă партнерсем пулăшаççĕ.
— Çĕр улми путвалĕ пулнăскер нумай çул юхăнса ларнă. Ăна йĕркене кĕртме укçа нумай тăкакларăр-и?
— Алăкĕсене пурне те улăштартăмăр. Бетон сарса урай, территорие пырса кĕмелли кĕпер, ĕç пÿлĕмĕсем турăмăр, йĕри-тавра тимĕр карта тытрăмăр, çи виттине çĕнĕрен витрĕмĕр, шыва пăслантарма пысăк котел, пахча çимĕç турамалли машинăсем вырнаçтартăмăр. Пахча çимĕç çине радиатор витĕр вĕри сывлăш /90 градус таран/ вĕртерме пăс кирлĕ. Чĕр тавар йышăнмалли тапхăр пуçланиччен ăна çăвакан, тасатакан, туракан тепĕр агрегат илсе килетпĕр. Ăна туянма саккас панă ĕнтĕ.
— Цехри ĕçсене санитари нормисемпе йĕркеленĕ-и?
— Паллах. Рабочисем валли çăвăнса тасалмалли пÿлĕм пулать. Унсăрăн юрамасть. Пахча çимĕçе таса шывпа çăватпăр, усă курнă хура шыв цех айккинчи пусса юхса тухать. Унтан цистернăна тултарса тракторпа турттаратпăр.
— Коллективра миçе çын вăй хурать?
— Çиччĕн. Çитес çулсенче йыша пысăклатас кăмăл пур.
— Производство йĕркелеме камсем пулăшрĕç?
— Цех проектне пурнăçласси патне тÿрех çитмен. Шухăшласа çÿренĕ хыççăн канаш ыйтма район администрацине кĕтĕм, пуçлăх заместителĕ — экономика, ял хуçалăхĕ, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Ленид Кузнецов ĕç пÿлĕмĕнче йышăнчĕ. Паллашрăмăр. Хам мĕнле нушапа çÿрени, ХФХ валли производство лаптăкĕ кирли çинчен каларăм. Вăл темиçе кунтан тирпейлекен цех уçма ăçта вырăн пуррине пĕлтерчĕ. Унпа темиçе çĕре çитсе пăхрăмăр. Турхантан инçе мар Шăхачри çурта суйласа илтĕмĕр. Ăна пире кĕске хушăра пачĕç. Ку ыйтăва татса пама пулăшнăшăн район администрацине тав тăватăп.
— Эпĕ паян Патăрьел районĕнчи тепĕр цехра пулса çĕнĕ продукци кăларма пуçланине хам куçпа курса ĕнентĕм. Ĕçре çитĕнÿ тума вăй-хал сунатăп сире!
— Тавах.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем
Источник: "Хыпар"