06 июня 2017 г.
Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма чарăнмалли куна пуçарса яраканĕ _ сывлăх организацийĕ. Халăх хăйĕн сывлăхĕ çине тимлĕрех пăхтăр тесе йĕркеленĕ ăна.
Мĕн чухлĕ çынна сиен кỹмест-ши çак наркăмăш? Инфаркт, инсульт, усал шыçă, юн тымарĕн чирĕсем... Кашни вуннăшĕнчен пĕрне вилĕм патне илсе çитерет. 600 пинĕн ытла (çав шутра ачасем те) пирус туртакансемпе пĕрле пурăнса тĕрлĕ чирпе аптраççĕ. Шухăша халăх патне çитерес тĕллевпе эпир Турханти, Çĕньялти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи, Шăхачри, Упамсари, Первомайскинчи, Ишлĕри шкул ачисемпе тĕпчев ĕçĕ ирттертĕмĕр. Çакăнта 800 яхăн ача хутшăнчĕ. Вĕсем пирус туртакан 500 çынпа курнăçрĕç. Швед тĕпчевçи Карл Фагерстрем шухăшласа тупнă ыйтусене илчĕç. Вĕсене тĕрĕс пĕтĕмлетме пĕлсен пирус туртма чарăнас шухăш çуралатех.
Кĕскен статистика кăтартăвĕсене илер-ха. 2016 çулта районта ỹпке чирĕпе 26 арçын вилнĕ. Вĕсенчен вунпĕрĕшĕ тивĕçлĕ канăва та тухайман. Ỹпкери усал шыçă чирĕ 19 арçынна пурнăçран уйăрнă.
Паянхи куна онколог патĕнче 62 арçын çак сăлтавпа шутра тăрать. 24-шĕ ĕçлеме пултараканскерсем. Ытти тухтăрсем па- тĕнче ỹпке чирĕсемпе 439 арçын диспансер учетĕнче. 183-шĕ каллех вăйпитти ушкăнĕнчен.
Тĕпчеве 20-30 çулсенчи 71, 31-40 _ 109, 40-50 _ 169, 50-ран иртнисем 151 арçын хутшăннă. Вĕсенчен "Миçе çул туртатăр?" ыйтăва 110-шĕ 0-10, 136-шĕ 10-20, 175-шĕ 20-40, 79 арçын 40 çултан та ытларах тесе хуравланă.
125 вăйпитти пĕрремĕш пируса ирпе вăрансан 5 минутранах çăвара хыпнине палăртнă. Туртма юраман вырăнсенче çỹреме 236 арçынна йывăр-мĕн. Ирхине 280-шĕ ăша тĕтĕм ямасăр чăтма пултараççĕ иккен. Кунĕпе 242-шĕ пĕрер е ытларах сигарет сиктерме те вăй çитереççĕ.
152 çын вырăнпа выртас пулсан та пирус туртмасăр пурăнайманнине çирĕплетеççĕ. Туртма чарăнма çăмăл пулсан 258ăн çак сиенлĕ йăларан хăтăлма ĕмĕтленеççĕ.
Йышăнăва пыракан пациентсем пирус туртса хăйсен сывлăхне хавшатнине йышăнакансем те чылай. Кĕскен анализ тăвар-ха: пирус туртакан çемье укçине мĕн чухлĕ пĕтерет-ха? Пĕр пачки вăтамран 70 тенкĕрен кая тăмасть. Ăна чылайăшĕ куллен тĕтĕме çавăрать. Уйăхне сахалтан та 2100 тенкĕ пĕтерет. Сывлăхне мĕн чухлĕ хавшатать тата. Пĕр кунта миçе пирус туртнине шутлăр. Çавна миçе çул усă курни çине хутлăр. 20 çине пайлăр. Енчен те çак цифра вуннăран ытларах пулсан, ватлăхра астма чирĕ пуçланас хăрушлăх пур. Волонтерсен тĕпчевĕ 277 çын çакăн патне çитме пултарнине çирĕплетсе пачĕ.
А. КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ.
Редакцирен: А. Кольцов çакнашкал мероприятисем тăтăшах ирттерет. Вĕсене çитĕнекен ăрăва явăçтарать çеç мар, хавхалантармалли майĕсене те тупать. Ку хутĕнче те ачасене авторучкăсем тата значоксем парса савăнтарнă. Ырă ĕçшĕн тав тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)