Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çỹпрен пĕрене тăвар мар…"

16 мая 2017 г.

Çĕнтерỹ уявĕ хыççăн Мускав хулинчен редакцие çитнĕ пăлхавлă шăнкăравăн вĕçне-хĕрне тухнă хыççăн ирĕксĕрех çак шухăш патне çитрĕм: кирек мĕнле ĕçре те çỹпрен пĕрене туни никама та чыс кỹмест.

"Çыру час çитменрен чăрмантаратăп сире. Ĕнер Хурама Тварĕнче пурăнакан аттепе анне патне шăнкăравларăм. Ман сасса илтсенех анне чарăнайми макăрма пикенчĕ. Мĕн пулнă-ши тетĕп? Çĕршывĕпе Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе митингсем ирттереççĕ, палăксен умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ, ветерансене саламлаççĕ... Пирĕн ялта вара шăп... Анне каланă тăрăх, палăк умне никам та пĕр чечек те хуман. Вăл чăтаймасăр çывăхри çĕмĕрт туратне хуçса хурса хăварнă. Нивушлĕ ял тăрăх пуçлăхĕн уяв ячĕпе халăха яла килсе саламламалла мар? Сăмахран, пирĕн аннен ашшĕ, аттен вара ашшĕпе пĕрлех виçĕ тăванĕ Аслă вăрçа хутшăннă. 1987 çулта эпир аннепе кукаçи канлĕх тупнă Смоленск облаçĕнчи Поздняки поселокне те кайса килнĕччĕ... Ватăсене, ял халăхне мĕншĕн тимлĕх уйăрмалла мар?..", _ çакăн пек пăлхавлă калаçу маншăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Хыпар чăнлăхпа тỹр килсен, чăнах та кỹренмелле-çке. Пирĕн малашлăхшăн пуç хунă салтаксен канлĕхĕшĕн çурта çутасси, палăк умне чечек кăшăлĕ хурса чысласси, пуриншĕн те тав туса пуç таясси чĕррисен тивĕçĕ-çке...

Пăлхавлă ыйтăва пайăрлатас тĕллевпе тỹрех ял тăрăх пуçлăхĕпе, Александр Еремеевпа, çыхăнтăм:

_ Ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ тĕп митинг Турханта иртрĕ. Ун пирки ял тăрăхĕн сайтне те çийĕнчех пысăк хыпар лартнă. Уява, çанталăка пăхмасăр, кашни ялтанах сахал мар çын хутшăнчĕ. Вăл шутра Хурама Тварĕнчен те пур. Митинг хыççăн ятарласа уйăрнă çынсем Хурама Твар, Упамса тата Тури Тăрмăш ялĕсене кайса палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Сăмах май, Хурама Твар ялĕшĕн Турханкасси лесничествин коллективĕ яваплă пулнă. Шăнкăравлаканăн ашшĕпе амăшĕ палăк умне пынă чухне, тен, пирĕн делегаци çитсе ĕлкĕреймен çеç. Чăнах та, Хурама Тварĕнче ытти çулсенчи пекех ятарласа митинг ирттермен. Малашне çакна шута илĕпĕр,_ çапла хуравларĕ шăнкăравлаканăн ыйтăвне ял кăлави.

Çак ыйтупах ял тăрăх депутачĕпе Т. Алжиковапа та калаçрăм. Тамара Валерьяновна та уява хатĕрленсе палăка тата ун таврашне тирпей-илем кĕртнине, майăн 8-мĕшĕнче вăрçăра пуç хунă паттăрсене кашни ялтах чечек кăшăлĕсем хурса чыс тунине пĕлтерчĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика