Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Матюк Ахванеç йăхĕсем тăванлăхпа çĕр чăмăрне тытасшăн

16 мая 2017 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе çеç мар, пуçаруллă хастарсемпе те пуян. Вĕсенчен пĕри _ Çĕньялта пурăнакан хисеплĕ педагог-ветеран М. Мадюкова. Мария Ильинична тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те общество пурнăçне унчченхиллех хастар хутшăнать çеç мар, кăсăклă мероприятисемпе çынсене савăнтарать. Пĕлтĕр вăл тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртрĕ _ хăйĕн пăятамăшĕн, Мадюков Афанасий Савельевичăн йăх-несĕлĕн йывăç схемине хут çине ỹкерсе çеç мар, тăватă сыпăкри тăванĕсене Кивçурт уçланкăна пуçтарма та мехел çитерчĕ. Урăхла каласан, проект авторĕ пысăк слет йĕркелерĕ. Кăçал вара унăн иккĕмĕш "серийĕ" иртрĕ.

Матюк Ахванеç юнĕнчен ĕрченисем сахал ят мар. Паянхи куна 166ăн тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă. Тăванлăх, çемье слетне хапăл тунисем кăçал та йышлăн. Тăвансем Чулхуларан, Мускавран, Тольяттинчен, Ленинградран, Орскран, Шупашкартан... инçе çула çывăхлатса килнĕ. Урăхла каласан, çак йăхсем чăннипех те хăйсен тăванлăхĕпе çĕр чăмăрне тытма хатĕр тесе хаклас килет. Матюк Ахванеç юнĕ Германинче те "чупать". Чи кăсăк- ли те кăмăлли _ вĕсем кĕске ĕмĕрлĕ пулманни. Йăх-тымар хуçи хăй те вуннăмĕш теçеткене вакличченех пурăннă. Икĕ слет хушшинче тăвансенчен никам та уйрăлман, вилмен. Ун вырăнне пысăк йыша пилĕк "çĕнĕ кайăк" хутшăннă.

Тăвансен слетĕнче тăватă сыпăкри кашни ăру урăх тĕрлĕ галстук çыхнă: хĕрлĕ, кăвак, шурă тата сарă. Вĕсем пурте черетпе сцена çине тухрĕç, çемьепе çывăх паллаштарчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тĕл пулу кăсăклă та, асра юлмалла та иртрĕ. Халиччен пĕр-пĕр-не пĕлмен, курман тăвансем çывăхланма пултарнишĕн çав тери савăнчĕç.

Василий ЕГОРОВ, ĕç ветеранĕ:

_ Хамăн мăшăр енчи тăвансен çемйипе çывăхран та çывăх паллашма май туса паракана, М. Мадюкована эпир чун-чĕререн тав тăватпăр. Манăн ултă ача, 13 мăнук, мăнукăн 6 ачи пур. Слета чылайăшĕ хутшăнчĕ. Ачасем хăйсем мĕнле йăхран пулнине пĕлсе, тăвансемпе паллашса ỹсни лайăх çеç мар, телей те. Ахальтен каламан ĕнтĕ тăван тăвалла та туртать тесе.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика