03 мая 2017 г.
Çуркунне ытларах çак илем курăнать: йĕри-тавра чечек-курăк ешерет. Янкăр тỹпере вĕçен-кайăк юр юрлать. Таса та уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлас килет. Хамăр пурăнакан тавралăха тата та илемлĕ сăн кĕртес ĕмĕт те çакăн чухне çуралать. Çакна тĕпе хурса тухрĕç те ĕнтĕ Турхан ял администрацийĕн тата врач амбулаторийĕн ĕçченĕсем экологи субботникне. Çĕньял тата Турхан психоневрологи интерначĕ патне каякан çул хĕррисене 600 тĕп ытла хыр хунавĕсем лартрĕç. Çак ĕçре Центральнăй урамра пурăнакансем, Кольцовсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
Хавхаланса ĕçлени пурне те савăк кăмăл кỹчĕ. Çак ĕçе экологи çулталăкĕнче малалла та тăсасшăн Турхансем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)