Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăла тупма нумай кирлĕ-и?

25 апреля 2017 г.

Турханти ваттисем вăхăтлăх хỹтлĕх тупнă çуртра хальхи вăхăтра тĕрлĕ шăпапа кунта çакланнă вунпĕр ватă пурăнать. Пĕр çемьери пек йышра кинемейсемпе шурсухалсене кичем те тунсăх ан пултăр тесе социаллă работниксем тепĕр чухне уявсăрах уяв туса пама тăрăшаççĕ. Ара, çыннăн кăмăлне тупма нумай кирлĕ-им? Иртнĕ тунтикун та ватăсен савăнăçне пайлама сăлтавĕ пысăк пулнă.

Аслă Мăнкун эрнин пуçламăшĕнче Патăрьелĕнче пурăнакан Галина Васильевнăпа Федор Иванович Мефодьевсем çулĕсем шултăраланнă хĕрарăмсемпе арçынсене Христос чĕрĕлнĕ ятпа саламлама çула тухнă. Хăнана пушă алăпа кайманнине шута илсе, çакскерсем хутаçа хĕретнĕ çăмартасемпе, ытти ĕçме-çимепе юнашарах парнесем те чикнĕ... Саккăрмĕш теçеткене ваклакан хисеплĕ мăшăр кашни ватăна уявпа саламласа парне валеçнĕшĕн, ырă суннăшăн пурте çĕре çити пуç тайнă, кăмăлтан пехил те панă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика