07 апреля 2017 г.
тенĕ авалтан ватăсем. Кирек хăш аслăрах çулхи çыннăн пурнăçĕнчи пĕр талăк та тепĕр чухне уйăха тăсăлнăн, е çулталăк вара пачах кĕске пек туйăнать. Сывлăх пур чухне утса-чупса çỹрес килет вĕсен. Вăл хавшасан тухнă сар хĕвеле те хура пĕлĕтсем хупланăн туйăнать.
_ Хăрăк йывăç нумай пурăнать, теççĕ. Эпĕ те çаплах. Сакăрвунă çула çитессе ĕмĕтленмен те,_ тет Турханта пурăнакан А. Антонов.
Алексей Антонович кун-çулĕпе чупса иртес пулсан куççуль тухмасăр чăтаймасть. Ачаранах алла çурла тытса тырă вырма хутшăннă вăл. Амăшне пĕр пай, ывăлне вара çур пай парса хăварнă. Ирпе 4 сехетре тăрса хире тухнă. Çимелли те пулман-çке вăрçă çулĕсенче. Кĕркунне тăкăнса юлнă пучахсене вăрттăн-хĕрттĕн кăштах пуçтаркаланă. Пĕринче хĕлле вилнĕ лаша какайне пуртăпа вакласа пĕçерсе çинине те астăвать вăл.
7 класс вĕреннĕ хыççăн вара ФЗОна янă. Киселевск хулинчи сăрт-ту промышленность шкулĕн-че ăс пухнă чăваш каччи. Çавăнтанах çар ретне тăнă. Мурманск облаçĕнчи Североморск хулине лекнĕ вăл. Иртнине аса илме юратмасть тинĕс çар флочĕн ĕçченĕ. 30 çул карап çинче пулнине çеç çирĕплетсе калать. Çак хушăра çĕр чăмăрĕ çинчи юхан шывсен миçе портне çеç çитмен-ши! Миçе ют çĕршыва чарăнман-ши!
Хулари темиçе хутлă çуртпа танлашакан мăн караппа сахал мар ишнĕ Алексей Антонович. Кунашкал крейсера эпир телевизорпа çеç кураятпăр. Унта та витĕр мар. Мĕншĕн тесен ытларах пайĕ шыв айĕнче-çке унăн. Пĕтĕм механизмĕ çавăнта вырнаçнă.
Ир тăрсан та анлă тинĕсе, каç выртас умĕн те хумлă юханшыва курнă моряксем. Илнĕ заданине пурнăçламасăр çыран хĕррине тухман. Хăш-пĕр чухне темиçе уйăх та иртсе кайнă.
Килте вара ăна мăшăрĕ кĕтнĕ. Александра Николаевнăпа шăпа ăна Мурманскрах пĕрлештернĕ.
_ Кану вăхăтĕнче юлташсемпе клуба утатпăр. Пирĕн умра хĕрсем пыраççĕ. Пĕри çул айккинчи бордюр çине пире çул парасшăн улăхса тăчĕ. Пĕрре курсах "Манăн пулас мăшăр" тесе шутларăм. Чăнах та пỹрниех пулчĕ,_ тет А. Антонов.
Александра Николаевна та "вăрçă" ачи. 5 ывăл-хĕрне чĕрçе çинче сиктереймен ашшĕ. Кĕçĕнни вара ăна пачах та астумасть.
_ Унăн аллинчен канфет çисе курман эпĕ. Ырă канашĕсене илтмен. Вăрçă хирĕнче пуç хунă аттемĕр. Сусăр таврăннă пулсан та çемье тĕрекĕччĕ. Аннене мĕнле йывăр тивнĕ. Эпир 10ра чухнех лашапа хиртен кĕлте турттарнă. Паянхи мирлĕ пурнăçшăн алла хĕç-пăшал тытнăскерсем пурте геройсем вĕсем, _ тет А. Антонова.
Сăмах май çакна та палăртмалла. Александра Николаевнăн аппăшĕ 16 чухнех Ленинграда хỹтĕлеме тăнă. Ун хыççăнхи икĕ тетĕшĕ вăрман касма кайнă. Паянхи кун вĕсем те пурнăçран уйрăлнă. Тепĕр аппăшĕпе иккĕшĕ çеç сывă. Анчах çулсем хушăнса, сывлăхĕсем хавшаса пынăран пĕр-пĕринпе сайраран та сайра курнăçаççĕ. _
Пурнăçа пĕртте ỹпкелешессĕм çук. Мăшăрăм çуршар çула тинĕсе тухса каятчĕ. Çав хушăра ачасем те (хĕрпе ывăл) çуралчĕç. Патшалăх панă хваттере куçма та, ачасене ача садне вырнаçтарма та ăна кĕтсе тăман. Хамăн та ĕçе тухмалла пулнă-çке,_ тет вырăс майри пуçĕпех пурăнма яла куçса килме хирĕçлеменскер.
Чăннипех ĕçе парăннă çын çеç 3 теçетке çул тинĕспе çỹреме пултарать. Мĕн чухлĕ рационализаторла сĕнỹ панă Алексей Антонович. Ытти енĕпе ăсталăх кăтартнă. Çакна çирĕплетекен хисеп тата тав хучĕсем йышлă унăн. Кăкăрне вара медальсем илем кỹ-реççĕ. Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ А. Антонова. Унран çамрăксем ĕç ăсталăхне илнĕ.
Мĕнпе мухтанмалли, мĕнпе савăнмалли пур мăшăрăн. Çур ĕмĕр ытла вĕсем пĕр сăмахра пурăнаççĕ. Вера хĕрĕ ăçта çуралнă çавăнтах юлнă. Икĕ аслă пĕлỹл- лĕ. Алеша ывăлĕ Шупашкарта пурăнать. Ашшĕпе амăшĕ патне час-час килсе çỹрет. Уяв сĕтелĕ хушшине лармалли пĕрлехи сăлтав та пур вĕсен. Ашшĕпе ывăлĕ пĕр кунта çуралнă. Амăшĕн те савăнмалли пур. Пĕр мăнукĕ хăйĕн çуралнă кунне кукамăшĕ- пе палăртать.
Виçĕ мăнук Антоновсен. Кĕçĕн мăнукĕсем те пур. Йĕкĕреш Иринăпа Марина. Вĕсем 4 çулта пыраççĕ.
Тинĕс çар флочĕн ветеранĕ паянхи кун та хисепре. Регионти "Морское братство" уйрăмĕ ăна çуралнă кунпа саламласа тав çырăвĕ памалла тунă. Ăна хуçи патне çитернĕ май районти уйрăмĕн председателĕ А. Казенов А. Антонова çирĕп сывлăх сунчĕ. Республикăри Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн ĕçченĕ П. Иванов Алексей Антонович паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.
_ Шăпа кашнинех пурнăçра паттăрлăх кăтартма майсем туса парать теççĕ. Çакă тĕрĕсех иккен. Сирĕн çине пăхсан та çакна çирĕплетме пулать,_ терĕ Петр Николаевич. Пурнăçа пурăнасси уй урлă каçасси мар чăнах та. Вăрçă ачисем выçă та, тутă та, çĕтĕк те, питĕ те пулнă. Сивве те, ăшша та чăтса ирттернĕ. Умма ылтăн çумăрĕ килсе çăвасса кĕтмен. Пурне те тăрăшуллă ĕçпе хăйсем тунă.
Чăтăмлă вĕсем. Хурçăран та çирĕп. Малашне те сывлăхпа пурăнччăрах.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)